Ҫӗнӗ хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ
Паян Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакансемшӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ! Авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫемьесене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине пачӗҫ. Ҫак ятпа вӗсене ЧР строительство министрӗ Павел Данилов, ҫавӑн пекех хула пуҫлӑхӗ Сергей Яргунин, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев тата «Строительный трест 3» компанин генеральнӑй директорӗ Валерий Семенов та саламларӗҫ.
Ҫак куна чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине ҫӗнӗ хваттер хуҫисем те пытармарӗҫ.