Комментари хушас

10 Çурла, 2022

«Телейлĕ çын пуласси хамăртан килет»

Паян Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кипеч 85 çул тултарчĕ.

Çак пулăма халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче «Телей алă çупса тăнă чух» курав уçăлчĕ. Унта çыравçăн кĕнекисене, наградисене, ал çырăвĕсемпе тĕпчев ĕçĕсене, сăн ӳкерчĕксене тата ыттине тăратнă.

Юбиляра ЧР цифра министрĕ Кристина Майнина, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Ольга Куликова, Канаш районĕн администрацийĕн ĕçченĕсем, «Канашсем» ентешлĕх хастарĕсем, çыравçăсем тата ыттисем саламларĕç. Канаш тăрăхĕнчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: