Комментари хушас

9 Çурла, 2022

Регион экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ организацисене пулăшĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян санкцисен пусăмĕнче экономикăна аталантарма пулăшакан штаб президиумĕн ларăвне ирттерчĕ.

Доклад тăвакансем штабăн çĕртмен 10-мĕшĕнчи ларăвĕнче палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртни çинчен каласа кăтартрĕç. Çак шутра регион экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ организацисене кредит парасси, кредит каникулĕсем вăя кĕни, патшалăх закупкисен ĕç-хĕлне ансатлатни, бизнес тĕлĕшпе административлă чăрмавсене сирни, вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелекен предприятисене компенсаци памалли вăхăт тăсни тата ытти те.

www.hypar.ru

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: