Хыпар 80-81 (27959-27960) 22.07.2022

22 Утă, 2022

Аграрисен çитĕнĕвĕсенче Россельхозцентр филиалĕн тÿпи те курăмлă

«Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ» тет пулин те Россельхозцентрăн Чăваш Енри филиалĕн ертӳçи Сергей Павлов аграрисем кăçал тыр-пул тухăçĕ аван пуласса кĕтни тӳрре тухас шанăç пысăккине палăртать. Çакăнта, паллах, вăл ертсе пыракан коллектив тӳпи те курăмлă — филиал ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене паха вăрлăх хатĕрлес, ӳсен-тăрана хӳтĕлес енĕпе пулăшать вĕт.

Тухăç вăрлăх пахалăхĕнчен те килет

— Патшалăх заданийĕпе ĕçлетпĕр, — терĕ Сергей Владимирович. — Раççей Ял хуçалăх министерстви уйăракан укçапа вăрлăх, унăн сорт пахалăхне тĕрĕслетпĕр, фитосанитари мониторингне йĕркелетпĕр, хуçалăхсене ӳсен-тăранăн вăл е ку чирĕ, сиенлĕ объектсем пирки асăрхаттаратпăр. Çулталăк вĕçĕнче иртнĕ çула тишкерсе хаклатпăр, чир-чĕр тата сăтăрçăсем аталаннине пăхса çитес çул валли прогноз хатĕрлетпĕр, сĕнӳсем паратпăр — çакă пирĕн тĕп тивĕç.

Ӳсен-тăран çитĕнтерекен мĕн пур хуçалăхра çулталăкра пĕрре вăрлăхăн тӳлевсĕр тĕрĕслевне ирттермелле. Пирĕн специалистсем регионта çуллен 100 пин тонна ытла вăрлăха тĕпчеççĕ. Акмалли вăрлăх çирĕплетнĕ стандартсене тивĕçтернине, ӳсен-тăрана сиен кӳрекенсем ерни-ерменнине палăртаççĕ. Хаклав параметрĕсем анлă: вăрлăх тасалăхĕ, унăн шăтаслăхĕ, нӳрĕклĕхĕ, 1000 пĕрчĕ йывăрăшĕ, чир-чĕр, хурт-кăпшанкă ерни тата ытти те. Пирĕн хăрушă чирсене вăхăтра тупса палăртмалла, хуçалăхсене вĕсем сарăласран сыхланмалли çинчен асăрхаттармалла, çакă пулас тыр-пул тухăçне çухатасран, кирлĕ мар тăкаксенчен упранма, ял хуçалăх предприятийĕсен экономикине çирĕплетме пулăшать.

Республикăра вăрлăх туса илекен предприятисем пур. Вĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр – хамăрăн тӳлевлĕ пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтеретпĕр, сертификатсем паратпăр. Вĕсем çитĕнтерекен вăрлăхăн сорт пахалăхне тивĕçтернине палăртас тĕллевпе апробаци ирттеретпĕр. Вырма пуçланман-ха, пирĕн специалистсем вара уйра ĕнтĕ — вăрлăх лаптăкĕсем декларациленĕ репродукцие тивĕçтернине палăртаççĕ. Элита акнă пулсан – пĕрремĕш репродукцие тивĕçтермелле, пĕрремĕш репродукци акнă тăк – халĕ иккĕмĕш репродукци пулмалла. Технологи требованийĕсем çине алă сулсан çулталăкрах массăллă репродукци шайне анса ларма пулать — çавăнпа тимлĕх кирлĕ.

— Эппин, пĕр-пĕр фермер тырă çитĕнтерсе ăна пысăкрах услам илес тĕллевпе хăйĕн ирĕкĕпе кăна элита вăрлăх тесе сутма пултараймасть, çапла-и?

— Паллах, унашкалли пулаймасть. Вăрлăх çитĕнтерекен хуçалăхсем чи пысăк репродукциллĕ, суперэлита вăрлăха наука-тĕпчев институчĕсенчен е сортсен оригинаторĕсенчен туянаççĕ, акса çитĕнтереççĕ те ытти хуçалăха элита вăрлăх сутаççĕ, çав вăрлăхран вара пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăх пулать, тата тепĕр çулхине — иккĕмĕш репродукцилли… Çак йĕрке пурнăçланнине тимлĕ сăнаса тăратпăр.

Кăçал РФ Ял хуçалăх министерстви пирĕн ума вăрлăх çитĕнтерекен кашни лаптăка геоточкăпа палăртмалли тĕллев лартрĕ. Халĕ «АгроЭксперт» информаци системине кĕрсе кашни лаптăка курма пулать. Унтах — фитомониторинг кăтартăвĕсем. Анасене «цифра» мелĕпе шута илни Ял хуçалăх министерствине, калăпăр, вăл е ку чир тĕлĕшпе пĕр тăхтамасăр мерăсем йышăнма, лару-тăрăва хаклама, вăрлăх енĕпе прогноз тума май парать. Çак система пулăшнипе август варринчех пирĕн мĕн чухлĕ вăрлăх пулассине тĕп-тĕрĕс пĕлме пултаратпăр. Хуçалăхсем филиал специалисчĕсен пулăшăвĕпе ытларах та ытларах усă курни савăнтарать. Пирĕн районсенчи 14 пайран кашнинчех экспертсем пур — вĕсем анасен фитосанитари лару-тăрăвне сăнаса тăма, ял хуçалăх культурисене апробаци тума, вăрлăха сертификацилеме, ытти енĕпе пулăшма яланах хатĕр. Нумаях пулмасть пирĕн сăнав лабораторийĕ Наци никама пăхăнманлăх тата компетентлăх аккредитаци системин аккредитацине илчĕ – тырра, вăрлăха хамăрах тĕпчеме пултаратпăр. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Юрий ПЕТРОВ: Тăватă сехет çывăрни маншăн çителĕклĕ

Куславкка районĕнчи Çатрăка фермер çывăрса тăнă вăхăта çитеймерĕмĕр паллах. Ара, вăл виççĕ çурăрах вăранать те. Тăваттăранах ура çинче. Шупашкартан ку вăхăта ăçтан çитме ĕлкĕрейĕн? Паян сăмахăм хресчен-фермер хуçалăхĕн ертӳçи Юрий Петров çинчен. Юрий Иванович çемье фермине йĕркеленĕ. Çак тĕллевпе вите хăпартнă. Ăна пиччĕшĕсемпе шăллĕсем, ачисемпе мăнукĕсем, ял-йыш пулăшса пыраççĕ.

Утă хатĕрлеме çумăр кансĕрлет

Эпир Юрий Петровпа утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче ферма умĕнче тĕл пултăмăр. Çумăр çĕрĕпе лӳшкенĕрен механизаторсем хире тухайманччĕ-ха. Юрий Иванович ирхи сăвăм вĕçленнĕ хыççăн сĕт машинине тултарса ăсатнă кăначчĕ. Маларах сĕт леçме вăл хăй çӳренĕ. Нумаях пулмасть водитель тытнă.

«Пирĕн тăрăхра çумăр тăтăш çăвать. Çакă пире утă хатĕрлеме кансĕрлет. Утта çулса пăрахатпăр кăна — çумăр тăкать. Кăçал уйра курăк лайăх ӳсрĕ. Çĕр лаптăкĕ те пысăк: 300 гектар çинче люцернăпа клевер ашкăраççĕ. Утă хатĕрлеме çĕртме уйăхĕнчех пикентĕмĕр. Районта утçине пуринчен малтан тухрăмăр. Паянхи куна 700 рулон патнелле хатĕрлерĕмĕр. Кашни çул 1500-шер рулон тăватпăр. Хĕл каçма шăпах çавăн чухлĕ кирлĕ. Утăсăр пуçне сенаж та хыватпăр. Çак ĕçе хальлĕхе пикенмен-ха. Ун валли 150 гектар люцерна хăвартăм. Выльăха хĕллесерен 1 пин тонна сенаж кирлĕ», — ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтсан цифрăсене асăнсах ăнлантарчĕ фермер.

Вĕсен çемье ферминче — сăвăнакан 100 ĕне. Пăрусем те пур. Вăкăрсене халăха сутаççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлемелли вăхăтра çумăр çуни, паллах, кирек хăш ертӳçĕн кăмăлне те хуçмалла пек. Анчах Юрий Петров алă усмасть, хавхаланăва çухатмасть.

«Турăран иртеймĕн. Юрать, ĕнер 200 рулон тума ĕлкĕртĕмĕр. 17 сехет тĕлне çумăр çума пуçларĕ те пăрахса кĕтĕмĕр. Паян типсе çитеймест, уя тухаймастпăр пулĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Юрий Иванович.

Мăнукĕсем савăнтараççĕ

Фермăра виçĕ доярка вăй хураççĕ. Вĕсем улшăнса ĕçлеççĕ. Кунсăр пуçне каçхине тата кăнтăрла вăй хуракан скотниксем пур. Иккĕн кĕтӳ пăхаççĕ. Трактористсем те чылаййăн. Çавна май фермăра пурĕ 16 çын ĕçлет. Нумаях пулмасть Юрий Ивановича пулăшма кĕрĕвĕ Павел Волков Мускавран килнĕ. Вăл комбайн çине те ларать, тракторпа та ĕçлет. Икĕ мăнукĕ те ялтах. Кирилпа Таисия утă хатĕрлеме тухаççĕ. Аслă хĕрĕн хĕрĕ Арина вара тхэквондо енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ те халĕ ялта мар, Краснодара сбора кайнă.

«Мăнукăмăр юниорсен хушшинче виçĕ хутчен Раççей чемпионĕ, тăватă хутчен Мускав чемпионĕ пулчĕ. Ăмăртусенче пĕрмай 1-мĕш вырăн çĕнсе илет. Çав вăхăтрах шкулта та «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пырать. Тепĕр мăнукăмăр Клим та — сборта. Вăл — хоккеист. Маларах яла килнĕччĕ те ферма кĕтĕвне пăхрĕ. Кĕçĕн хĕрĕн ывăлĕпе хĕрĕ ашшĕпе пĕрле яла килчĕç. Шăллăм Николай Иванович скотникра тăрăшать. Пичче Володя юсав ĕçĕсене тума пулăшать. Ăста сварщик вăл», — каласа кăтартрĕ ертӳçĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Трактор çăкăр çитерет

Виталий Педюсев çулла ĕçрен сайра хутра кăна вăхăтра таврăнать. Ку эрнере вăл каçа юлса çĕр улми уйĕнче им-çам сапнă. Трактористăн ĕççи вăхăтĕнче кану кунĕ те çук.

Куславкка районĕнчи Аслă Куснарта çуралса ӳснĕскер шкул хыççăн Шупашкарти электромеханика колледжĕнче электрогазосварщике вĕреннĕ. Анчах ăна техника, тракторсем ытларах илĕртнĕ. Ку туртăм кукашшĕнчен куçнă пулĕ тесе шухăшлать, мĕншĕн тесен вăл ĕмĕрĕпех трактористра ĕçленĕ. Виталий трактор правине Вăрмарта илнĕ, Д категорие — Кӳкеçре. Салтакран таврăнсан Виталий вырăнти хуçалăха тракториста вырнаçнă. Пиччĕшĕ вара Карач ялĕнче фермер патĕнче вăй хунă. Вăл сĕннипе Виталий те фермер хуçалăхне килнĕ.

Малтанах ăна Д-150 трактор шанса панă. Ун хыççăн ют çĕршывра туса кăларнă «Класс»-па ĕçленĕ. Халĕ çĕнĕ йышши «Джон Дира» пăхăнтарать. Сухалать, культиваци тăвать, çĕр улми лартатькăларать, шыв, пахча çимĕç турттарать… — хуçалăхри трактористăн ĕç пайтах. Шанса панă техникăна вăл тирпейлĕ тытать. Симĕс тĕслĕ çӳллĕ трактор çул хĕрринче ларатчĕ. Калаçăва вĕçленĕ хыççăн вăл ана хĕррисене çулма васкарĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Владимир ДОБРОХОТОВ: Çынсен пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшатпăр

Хула сăн-сăпачĕ çул-йĕртен нумай килет. Автомобильсен шучĕ çуллен ӳссе пырать, çавна май çулсем çине тивекен тиев те пысăкланать. Хытă сийлĕ çулсене, кĕперсене, тротуарсене тата ытти обČекта çулталăк тăршшĕпех пăхса тăмалла. Çак ĕçе кам пурнăçлать? Хулари çул-йĕре çулталăкĕпех пăхса тăрас, хăтлăлатас тĕлĕшпе ĕçлекен Шупашкарти ятарлă пĕртен- пĕр предприяти — «Дорэкс». Паян «Хыпар» тĕпелĕнче — 1967 çулта никĕсленнĕ, Шупашкар инфратытăмне пысăк витĕм кӳрекен организаци директорĕ Владимир Доброхотов.

— Эсир шартлама сивĕре те, çумăрта та, юр айĕнче те, кăнтăрла та, çĕрле те хула хăтлăхĕшĕн тăрăшатăр. Çулсене, кĕперсене, тротуарсене, ытти объекта пăхса тăратăр, юртан тасататăр, çӳп-çап тиесе тухатăр. Чарăнусенчи тасалăхшăн та эсирех яваплă. Çак ĕçе мĕнле йышпа туса пыратăр?

— Предприяти 4 миллион ытла тăваткал метр лаптăка пăхса тăрать, çав шутран 2900 пин тăваткал метрĕ — çулсем, 549 пин тăваткал метрĕ — тротуарсем, 782 пин тăваткал метрĕ — Йăлăмри тата çынсен харпăр хăй пурăнакан лаптăксем, 429 чарăну тата ытти объект. «Дорэксра» 400-е яхăн çын вăй хурать. Кашниех хăйĕн ĕçне вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласа хулана хăтлăлатас ĕçе пысăк тӳпе хывать.

— Çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе çĕршывра та, республикăра та чылай нацпроект пурнăçланать. Вĕсенче «Дорэкс» предприяти тӳпи те пур…

— Кăçал «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Шупашкарти 6 об±екта хăтлăх кĕртетпĕр. Ун валли 94 миллион тенкĕ уйăрнă. Шанчăк урамĕнче, Çамрăксен бульварĕнче, Ĕç тăкăрлăкĕнче, Мир, 9-мĕш Пилĕк çуллăх проспекчĕсенче тата Васкавлă медпулăшу паракан больница таврашĕнче ĕçсен пысăк пайне вĕçлерĕмĕр: асфальтăн çиелти сийне илсе çĕннине сартăмăр, тротуарсене, под±ездсем патне пыракан çулсене йĕркене кĕртрĕмĕр, ытти ĕçе пурнăçларăмăр. Çак кунсенче наци проекчĕ пурнăçа мĕнле кĕнине тĕрĕслекен комисси Ĕç тăкăрлăкĕнчи тата БСМП таврашĕнчи юсав ĕçĕсемпе паллашрĕ, вĕсене тĕплĕ пурнăçланине палăртрĕ. Çурла уйăхĕнче Университет урамĕнчи 27 тата 19-мĕш, Афанасьев урамĕнчи 9-мĕш, Павлов мичман урамĕнчи 60-мĕш, Мате Залка урамĕнчи 10, 12-мĕш çуртсен тата вĕсен 2-мĕшпе 1-мĕш корпусĕсен картишĕсенче ĕçсем вĕçленмелле. Çак ĕçсене пурнăçлама 28 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

— Юсав ĕçĕсене пурнăçлама, хулана хăтлăлатма техника çителĕклĕ-и?

— Предприяти паркĕнче — 134 трактор-машина. Кашнинчех спутник тĕрĕслевĕн, ГЛОНАСС мониторингĕн, çунтармалли-сĕрмелли материалсен виçин датчикĕсем пур. Çакă логистикăна йĕркелеме тата ĕçсен пахалăхне сăнаса тăма пулăшать. Техника паркне çĕнетсе пыма тăрăшатпăр, 2021 çулта 3 КАМАЗ, 1 çул-йĕр фрези, 1 каток тата 2 УАЗ туянтăмăр. Çуллахи кунсенче хула урамĕсене шыв сапакан-çăвакан машинăсем тухаççĕ. Вĕсем çапла майпа асфальта хĕрсе кайса çуркаланасран сыхлаççĕ. Кăрлач уйăхĕнче Шупашкара Ижевскран юр ирĕлтерекен машина илсе килтĕмĕр, «VULKAN-60M» станцие пирĕн предприяти çумне çирĕплетрĕç. Сехетре 40 кубла метра яхăн юра ирĕлтерекен станци хĕл кунĕсенче юр илсе тухас ĕçре пысăк çăмăллăх кӳчĕ. Хула администрацийĕпе Çĕнĕ Шупашкарти «БОС» предприяти тунă килĕшӳ тăрăх çитес хĕлле станцие «БОСра» вырнаçтарма палăртнă, хула урамĕсенчи юра унта турттарăпăр.

— «Çулла — çуна, хĕлле урапа хатĕрле» тенине асра тытса хĕле халех хатĕрленетĕр- ха ĕнтĕ…

— Çапла, хĕллехи техникăна юсатпăр, пăрланнă çулсене сапма хăйăрпа тăвара хутăштаратпăр. Бионордпа мрамор тĕпренчĕкĕ пирки те манмастпăр. Иккĕмĕшне хĕл кунĕсенче сывлăш температури 25 градусран сивĕрех чухне чарăнусене сапатпăр. Тăварпа хăйăр хутăшне 45 пин тонна хатĕрлеме палăртрăмăр. Унсăр пуçне çĕнĕ техника туянасси, çĕнĕ реагентсем çине куçасси пирки шухăшлатпăр. Тĕрĕссипе, пирĕн пред-приятишĕн çулталăкĕпех хĕрӳ вăхăт. Хула çулĕсене, тротуарсене, чарăнусене хĕлле те, çулла та пăхса тăратпăр. Хулана хăтлăх кĕртессишĕн талăкĕпех тăрăшатпăр. 500 пин çын пурăнакан хулари çул-йĕре пăхса тăрасси, тем тесен те, — пысăк яваплăх. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан пирĕн ĕç курăнмасть те. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Владимир ГРИГОРЬЕВ: Пирĕн тăрăхра ирĕклĕ кĕрешÿ 90-мĕш çулсенче те аталанчĕ

«Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем çинчен эпĕ шкул пĕтериччен пĕлмен те», — тенине Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн ятне илнĕ çынран илтни, чăннипех те, тĕлĕнмелле пулчĕ. Красноармейскинче пурăнакан Владимир Григорьев хăй спортăн ку енĕпе пысăк çитĕнӳсем тунипе кăна мар, пултаруллă вун-вун кĕрешӳçе те вĕрентсе ӳстернĕ.

Çар хыççăнхисене те тĕлĕнтернĕ

«Пирĕн ял — Енĕшкасси — тĕттĕм кĕтес пек пулнă. Вăл Красноармейски районĕнче чи хĕрринче, Çĕрпӳпе Шупашкар районĕсен чиккинче вырнаçнă. Ун чухне пирĕн ялтан ниçталла та çул çукчĕ. Асфальт çул çине тухма — тăхăр, пуйăспа кайма станцие 7-8 çухрăм пулнă. Çуран çӳренĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Владимир Николаевич.

Тăван ялĕнчи шкулта сакăр çул вĕреннĕ хыççăн яш Чатукассине кайнă. Унта 10 класс пĕтернĕ. Аттестат илнĕ ятпа йĕркеленĕ уяв каçĕ хыççăнах виçĕ юлташ Юрий Никандров, Веня Андреев, Владимир Григорьев Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне заявлени пама тухса кайнă. «Вăхăта сая ярас килмен пулмалла, — терĕ Владимир Николаевич. — Пире Юрăн ашшĕ машинăпа Ишеке çитерсе ячĕ. Малалла автобуспа кайрăмăр». Виççĕшĕ те экзаменсене ăнăçлă тытса аслă шкул студенчĕ пулса тăнă. Веня агрофакультета кĕнĕ, Юрипе Владимир — механизаци факультетне. «Пирĕн ушкăнра çар хыççăнхи 7-8 ача вĕренетчĕ.

Староста Владислав Богданов — Елчĕкренччĕ. Пире вăл кĕрешмелли секцие чĕнчĕ. Эпир ку таранччен ун пекки çинчен илтмен те. Кайрăмăр. Николай Наумов агрегат заводĕнче ĕçленĕ вăхăтрах пирĕн институтра тренировкăсем ирттеретчĕ. Пире пĕрремĕш занятирех питĕ килĕшрĕ. Тренировкăсене тăрăшсах çӳреме пуçларăмăр», — аса илчĕ Владимир Николаевич.

Тĕрĕссипе, вăл шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа кăсăкланнă. Анчах ялта кружок-секци пулман. Çавăнпа хăй тĕллĕн хул-çурăмне çирĕплетме тăрăшнă. Хулăн лум вĕçне трактор катокĕсене лартнă та шăм-шака вăйлатмалли хатĕр туса хунă. Çапла пĕчĕкрен пиçĕхни ăна каярахпа самай пулăшнă. 67 килограмм таякан каччă, сăмах май, кашни алăри пăт пуканне 20 хут çĕклесе çар хыççăнхисене те тĕлĕнтернĕ. Унтан ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăмăртусене хутшăнма пуçланă…

«Малтанласа питĕ тĕлĕнеттĕм. Пире, институтра вĕренекенсене, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи шкул ачисем çĕнтеретчĕç. Мĕнле-ха ун пек? Çав тăрăхра ирĕклĕ майпа кĕрешесси 20-30 çул каяллах аталанма пуçланă иккен. Пирĕн патра вара пулман. Майĕпен эпир те хăпарса пытăмăр. Пĕрремĕш çулах эпĕ те, Юра та ял хуçалăх институчĕн чемпионĕсем пулса тăтăмăр», — пĕлтерчĕ Владимир Николаевич.

Пĕрремĕш курс пĕтернĕ хыççăн укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсем тухса тăнăран студентăн пушар чаçне ĕçе вырнаçма тивнĕ, унта çӳренĕрен тренировкăсем валли вăхăт çитми пулнă. Çапах вăл кĕрешӳ пирки самантлăха та манман. «Кĕрешес енĕпе туйăмсем питĕ вăйлăччĕ», — терĕ Владимир Николаевич çак спорт унăн пурнăçĕн тĕшши пулса тăнине палăртса.

Хĕрсене те ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентнĕ

Диплом илсен Владимир Григорьев тăван тăрăхне таврăннă. Красноармейскинче «Ял хуçалăх химийĕ» предприятире ĕçленĕ. Малтан автотранспорт участокĕнче механикре, кайран инженерта вăй хунă. Çав вăхăтрах предприятири комсомол организацине ертсе пынă. Ĕç хыççăн вара шкулти спорт залне çул тытнă. Унта ачасене кĕрешме вĕрентнĕ.

Унтан комсомол райкомне куçнă, малтан йĕркелӳ пайĕн инструкторĕнче, унтан иккĕмĕш секретарьте ĕçленĕ. Кунта та спортран уйрăлман. Унăн вĕренекенĕсем республикăн тĕрлĕ ăмăртăвĕнче çĕнтерӳçĕсем тата призерсем пулса тăнă. Çак çулсенче спортри çитĕнӳсемшĕн, патриотизм воспитанийĕ енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн комсомол райкомĕ обкомăн виçĕ ялавне тивĕçнĕ. Унтан пурнăç çулĕ ăна «Газпромăн» филиалне, Заволжски ЛПУМГа, илсе çитернĕ. «Унта ĕçленĕ чухне те эпĕ ирĕклĕ майпа кĕрешме пăрахман. Анатолий Слукин ертӳçĕ нумай пулăшрĕ. Вăл мана спорт ăмăртăвĕсене çӳреме ирĕк паратчĕ», — аса илчĕ Владимир Николаевич. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Чечня хыççăн… петарда сассине те хăнăхма йывăр

— Анне йывăр вăхăтра Турăран пулăшу ыйтма пиллесе çакнă хĕреспе çаврăнса çитрĕм киле. Ăна хам та асăрхаман эпĕ, анне вара мана пĕтĕмпех сăнаса пăхнă: пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çитиех. Мăйри хĕрес унки çийĕнсе татăлса ӳкес патнех çитнĕ, анчах мана сыхласа киле илсе çитернĕ. Анне çавна курсан куççульне чараймарĕ: «Çухалман, Турă сывă çавăрса илсе килчех», — макăрчĕ вăл, — пĕр çулталăк çурă Чечняри хирĕç тăрура пулнă хыççăн епле таврăннине аса илчĕ Борис Михайлов.

Юлташĕ таврăнайман

Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел ялĕнче пурăнакан Рудольфпа Галина Михайловсем икĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Борис 1982 çулта тĕнчене килнĕ, тепĕр пилĕк çултан шăллĕ Денис çуралнă. Арçын ачасем спорта юратса ӳснĕ, шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Борис пăшалран пеме, йĕлтĕрпе ярăнма уйрăмах кă-мăлланă. Шкул, унтан техникум чысне районта хӳтĕлесе çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тунă. Çапла кĕлеткене пиçĕхтерсе ӳснĕ.

— Пирĕн вăхăтра салтакра пуласси питĕ кăсăклăччĕ, пĕр-пĕрне кура та каяс килетчĕ. Çавăнпа спортпа туслашнă, хатĕрленнĕ. Салтак тумĕпе таврăннисене хисеплетчĕç. Вĕсем каласа кăтартни илĕртетчĕ. Манăн иккĕмĕш сыпăкри пичче Чечняна пĕрремĕшсен йышĕнче тухса кайрĕ. Ун хыççăн кӳршĕри каччă та унта пулчĕ. Ача садне çӳренĕ юлташпа шкулта та пĕрле вĕрентĕмĕр /вăл пĕр çул аслăрахчĕ/, унтан Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухрăмăр. Юлташăм хăйĕнпе пĕр класра вĕреннисем пурте салтака кайнине кура техникумра академи отпускĕ илсе çар комиссариатне çул тытрĕ. Хусанта службăра тăнă хыççăн ăна Чечняна илсе кайнă. Киле таврăнма пĕр уйăха яхăн юлсан унран çыру илнĕччĕ, часах таврăнасси пирки пĕлтернĕччĕ. Анчах… 2001 çулхи нарăс уйăхĕнче «Груз 200» илсе килчĕç, — ассăн сывларĕ Чечня вăрçин ветеранĕ Борис Рудольфович.

Инженер çарне лекнĕ

Каччă çар ретне тăма мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ, тĕллевне пурнăçлама тĕнчери лару-тăру та чарайман. 2001 çулта, хĕле хирĕç, вăл повестка илнĕ. Юлташĕсемпе чăвашсен салтак юррисене шăрантарнă. Çывăх çыннисем, тăванĕсем ырă сăмахпа пиллесе ал шăлли çакнине халĕ те кăмăллăн аса илет ветеран. Вĕсем унăн нумай пулнă. Килтен тухсан Борисăн çулĕ Самар облаçĕнчи Кряж поселокĕ еннелле выртнă. Салтакра пулса курнисенчен илтнĕ тăрăх, автобата лекни аван тесе шухăшланă вăл. Машинăпа çӳреме май килĕ, служба çăмăлрах пулĕ, вăхăт хăвăртрах иртĕ тенĕ ахăртнех. Машинăпа хуласене тухатăн, вĕсемпе паллашатăн. Анчах Борис Сăнав поселокĕнчи пĕрле кайнă яшпа инженер çарне лекнĕ.

— Малтанах пурте кулянса ӳкрĕмĕр, шухăшланă пек пулмарĕ терĕмĕр. Çакна командир асăрхарĕ, мĕншĕн тунсăхлипе кăсăкланчĕ. Хамăр шухăша пĕлтерсен вăл пире: «Эсир ăнлансах каймастăр иккен, ку çар лай-ăхрах та. Инженер-сапер роти тата аванрах, тунсăхламалла пулмĕ», — терĕ. Унта шăпах техникум вĕренсе пĕтернисене илеççĕ иккен. Пилĕк уйăх Самарта вĕренӳре пултăмăр. Юлашкинчен пире ытларах хăвалама пуçларĕç. Полигона çӳрерĕмĕр, автоматран пеме, граната ывăтма, минăна сиенсĕрлетме хăнăхрăмăр. Сержантсем пире Чечня валли хатĕрленине пĕлтерчĕç. Кăмăл улшăнчĕ, чунра пурпĕрех лăпкă марччĕ. Вăл вăхăтра телефонпа çыхăнма та май килмерĕ, çыру çыртăмăр. Ăçта илсе каяссине килтисене, шăллăма та, пĕлтермерĕм. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Самартан пысăк эшелонпа 130 салтак çула тухрăмăр. Моздока çитрĕмĕр. Унтан вертолетпа Ханкала поселокĕнчи çар чаçне çур сехет вĕçрĕмĕр. Вăл Грозный хулипе юнашарахчĕ. Казармăсене вырнаçтарчĕç. Питĕ шăрăхчĕ. Çавна пула тĕтреленсе тăракан газлă, тĕтĕм-сĕрĕмлĕ сывлăш тусан евĕрлĕччĕ. Сăрт-ту та лайăх курăнмастчĕ. Çын вара кирек мĕне те хăнăхать. Юлташа хам ăçтине çырса пĕлтертĕм. Вăл вуланă хыççăн çырăва пуçтарса хуман, хайхискер амăшĕн аллине лекнĕ. Çавна пула ялта эпĕ Чечнярине пĕлнĕ. Анне ун хыççăн питĕ хурланса çырчĕ, çавăнпа каласа кăтартма тиврĕ, — аса илчĕ Борис Михайлов. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


«Ĕмĕрĕм иртсе пырать, хитре тумланса кураймарăм»

«Çын ĕмĕрĕнче хăш тапхăр ытларах асра юлать?» – тетĕр-и? Ку ыйтăва хуравлама йывăр. Яланах йĕркелллĕ пурăннă та тахăшĕ лайăх пулнă ĕнтĕ?» – манăн пĕрремĕш ыйтăва ыйтупах хуравласа калаçăва сыпăнтарчĕ Патăрьел районĕнчи Каншелте пурăнакан 91 çулти Вениамин Ергунов. Вениамин Сергеевич — тыл ĕçченĕ. Вăл асăннă ялта арçынсенчен чи асли.

Юлташĕсемпе колхозра ĕçлес килнĕ

«Эпир сакăр пĕртăван ӳсрĕмĕр: виçĕ ывăлпа пилĕк хĕр. Эпĕ виççĕмĕшчĕ. Пĕр пӳртре вун улттăн пурăннă вăхăт та пулнă. Аттепе анне, асатте, тетепе инке, вĕсен виçĕ ачи, тетесемпе йăмăксем… Эпĕ авлансан манăн мăшăрăм вун улттăмĕшĕ пулнăччĕ. Ку мар, малтанхи. Ольга Карповна — иккĕмĕш арăм. Пилĕк стеналлă йывăç çуртчĕ пирĕн. Каçхине урайĕнче кĕпер пĕренисем пек выртаттăмăр. Асатте кутник сакки çине вырнаçатчĕ. Аттепе анне кравать çинчеччĕ. Тетепе инке тата вĕсен виçĕ ачи пӳлĕмре хĕсĕннĕччĕ. Малти тата кайри пӳртсенче пĕрер кăмакаччĕ. Ĕлĕк ача нумай çуратнă. Кашни килте 7-8 шăпăрланччĕ.

Атте Сергей Макарович вăрçăччен лаша витинче ĕçленĕ, аслă конюх пулнă. Асатте агрономра тăрăшнă. Анне Фекла Захаровна Тури Тăрмăшран качча килнĕ. Пуян пурăннă вĕсем. Çавăнпах кулак тесе айăпланă. Кукаçине те, куккана та тырă вырнă çĕртенех Челябинск облаçне илсе кайнă. Анне колхозра ĕçленĕ. Эпир те мĕн ачаран колхозра вăй хунă. Вăрçă вăхăтĕнче кĕлте çыхма çурхи тулла Пăлара йĕпетсе леçеттĕмĕр. Йĕпетмесен татăлатчĕ. 12 çултан кĕрхи акана хутшăнма тытăнтăм. Ыраш акнă, лашапа суха тунă. Вăрçă пуçланнă çул эпĕ вуннăра пулнă. Каншелти пуçламăш шкулта пĕлӳ илнĕ. Ун чухне вĕренесси çинчен питех шухăшламан, ялан колхоза чупнă. Кайран Аслă Арапуç шкулĕнче 7 класс пĕтертĕм. Урăх вĕренес темен. Юлташсемпе колхоза ĕçлеме каяс килетчĕ», — аса илчĕ хисеплĕ ватă.

Вăрçă вăхăтĕнче вĕренӳ çулĕ юпа уйăхĕнче кăна пуçланнă. Авăн уйăхĕнче ачасене колхозра ĕçлеттернĕ. Вениамин çара кайичченех колхозра тăрăшнă. Вăрман касма, турттарма хутшăннă. Йывăç кăларма Улатăр тăрăхĕнчи Киряна кайнă. 1949 çулта Первомайски поселокĕнче /халĕ Улатăр районне кĕрет/ леспромхоз уçнă.

Укçа тӳлесе шофера вĕреннĕ

Вениамин Ергунова 1951 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче салтака илнĕ. Çарта виçĕ çул пулнă вăл. Малтан — Калугăра, каярахпа Мускав айккинче службăра тăнă. «Хĕсмет хыççăн Патăрьелте 975 тенкĕ тӳлесе шофера вĕрентĕм.

Ун чухне колхозра икĕ машина кăначчĕ. Иккĕшĕнпе те ĕçлекен пурччĕ. Эпĕ вара 23-мĕш леспромхоза кайрăм. Шофера вырнаçрăм. 40 çухрăмри Первомайскинчи общежитире мана пӳлĕм те панăччĕ. Виçĕ çул çурă ĕçлесе пурăнтăм унта. ЗИС-150 машинăпа çӳрерĕм. Пысăкчĕ вăл. Прицепĕ кăна 13 метрлăччĕ. Йывăç турттараттăм. 1956 çулта Анат Чакă хĕрĕпе Наçтукпа çемье çавăртăмăр. Мăшăрăм манпа Первомайски поселокне пычĕ. Виçĕ çултан яла килтĕмĕр. Малтан атте патĕнче пурăнтăмăр. 1963 çулта уйрăлса тухрăмăр. Çерем пăсса пахча турăмăр. Мăшăрăм колхозра ĕçлетчĕ. Виçĕ ача — пĕр ывăлпа икĕ хĕр — çуралчĕ. Анастасия Петровнăпа 21 çул килĕштерсе пурăнтăмăр. Шел, 42-ре чухне йывăр чире пула пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ вăл. Эпĕ ун чухне хĕрĕх улттăраччĕ. Ачасем пĕчĕкчĕ. Мăшăрăн çур çулне асăнас умĕн Аслă Арапуç хĕрĕпе Ольгăпа пĕрлешрĕмĕр», — калаçăва тăсрĕ Вениамин Сергеевич. Вĕсем Ольга Карповнăпа ачисене — Гальăна, Лăньăна тата Надьăна — лайăх пăхса ӳстернĕ. Гальăпа Надя халĕ Шупашкар районĕнче хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Ватăсене ывăлĕпе Лăньăпа кинĕ Ира пăхаççĕ. Ольга Карповна 70-тен иртичченех колхоза ĕçлеме çӳренĕ. Халĕ вăл — 86 çулта. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас