ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев ертсе пынипе республикăрa пyрăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли тата çурт-йĕртен таcа мар шыва юхтарса тăмалли хуçaлăxa малашне епле пăxcа тăрассине сÿтсе яврĕç.
Юнкунхи ларура Министрсен Кабинечĕ «Ветеринари çинчен» саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕ. Вĕсем федерацин тивĕçлĕ саккунне тӳрлетнипе сăлтавланнă. Патшалăх ветеринари службин ертӳçи Александр Шакин тĕп çĕнĕлĕх çинчен каларĕ: вăл йышăнакан должноçа кам йышăнассине кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ЧР Пуçлăхĕ татса парĕ — ертӳçе вăл Раççей Ял хуçалăх министерствипе канашласа уйăрса лартĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсем çуракине хатĕрленеççĕ. Ыйту пысăк пĕлтерĕшлине кура ăна юнкун Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче те сӳтсе яврĕç.
Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи хĕлле юр-çумăр ытти çулхи вăтам кăтартуран сахалрах пулнă. Çывăх вăхăтра çумăрсем çумалла, «плюслă» температура çирĕпленесси ытти чухнехинчен пĕр эрне маларах пулать. Эппин, çуракине те маларах тухма тивет-тĕр.
Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура ГКЧС ертÿçи Сергей Павлов хĕл кунĕсенче юхан шывсем çинче сыхă пулнине аса илтерчĕ. Калăпăр, транспортпа пăр çине тухнăшăн 11 çынна административлă майпа явап тыттарнă — пĕтĕмпе 30 пин тенкĕлĕх штрафланă. Вăл нарăсăн 5-мĕшĕнче Сăр çинче пулнă пăтăрмах çинчен каларĕ. Пăр катăлнă май çăмăл машина шыва кайнă. Водитель машинăран тухса ĕлкĕрнĕ. Транспорт сиенленнисĕр пуçне унăн административлă штраф та тÿлеме тивнĕ.
Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура шăтăк-путăка сапламалли юсав ĕçĕсем пирки сăмах илнĕ май транспорт министрĕ Владимир Осипов пытармарĕ: юсамалли лаптăксем чăннипех пысăк. Ку федераци трассисене те, республика çулĕсене те пырса тивет. Вырăнсенчи çулсем тĕлĕшпе «сапламалли» тăваткал метрсен калăпăшĕ пирки тĕп-тĕрĕс калама та ир-ха. Вĕсен пысăк пайĕ çав-çавах юр айĕнче — унта асфальт мĕнле хĕл каçни кăшт каярах уçăмланĕ.
Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура экономика аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Надежда Столярова экономикăн тĕрлĕ отраслĕ кăрлач-нарăс уйăхĕсенче мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Кăмăллă пулма сăлтав пур. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан промышленноç производстви 11% хушăннă. Надежда Юрьевна ăнăçлă ĕçлекен предприятисене асăннă май «Элара», ЧЗСА, В.Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿ, «Химпром», «Лента», «Чăвашторгтехника» импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе тăрăшуллине палăртрĕ.
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пăтăрмахран — Çĕрпÿ округĕнче Çĕпĕр мурĕ çынсене ернĕ тĕслĕхе тупса палăртнинчен — пуçларĕ. Кунашкалли тата пуласран хÿтĕленме, ун шучĕпе, выльăха пуснă хыççăн продукцин малалли çулне уçăмлă туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май вăл ветеринари службине ку енĕпе право хуралĕн органĕсемпе пĕрле ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Украинăри çар операцине хутшăнакан салтаксем икĕ эрне отпускра пулнă хыççăн хăйсен тивĕçне пурнăçлама тухса кайрĕç. Вĕсене çывăх çыннисем Шупашкартан ăсатса ячĕç.
"Чун ҫимĕҫĕн" ытларах пайне "Хыпар" Издательство ҫурчĕн тĕп редакторĕн ҫумĕ Дмитрий Моисеев парса янӑ. Вулавӑш хуҫи Галина Ефимова чунтан савӑннă, хыпарҫӑсене ӑшшӑн тав тунă.