Паян ЧР Пуçăxě Олег Николаев федерацин "Хăтлă хула хутлăxне тăвасси" программи епле пурнăçланнине тишкерекен ведомствăceн хушшинчи комиссин черетлě ларăвне ирттерчě.
Унта палăртнă программăпа уйăракан укçaпа Пăрачкаври общество вырăнне хăтламалли проекта сýтсе яврěç. Муниципалитет округěн представителěceне итленě xыççăн проекта xaтěрлесе çитерменни уçăмланчě, комисси ăна лайăхлатма сěнчě.
Канашлура социаллă пĕлтерĕшлĕ массăллă пулăшусене электрон мелпе кӳрессине 55% çитермелли мерăсене пăхса тухрĕç. Олег Николаев ку енĕпе раштаврах тивĕçлĕ хушу пулнине, анчах муниципалитетсем ăна пурнăçламаннине аса илтерчĕ — çакăншăн иртнĕ эрнери канашлура вĕсен влаçĕсене сăмах тивнĕччĕ. Халĕ ĕç тăвакан органсен, муниципалитетсен тивĕçлĕ плансем пур — вĕсене пурнăçламалла. Чăн та, экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов хăшĕ-пĕри хайхи плансене ячĕшĕн хатĕрленине пытармарĕ — вĕсенче татăклă мерăсем пулмалла.
Грипп, респираторлă вирус инфекцийĕ, коронавирус сарăласран асăрханмалла. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ.
Çĕнĕ çула тин çеç кĕтсе илтĕмĕр пек, анчах çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленсе те пырать. Кунсем хăвăрт иртеççĕ, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура çакăн çинчен каланă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçламалли çинчен аса илттерчĕ: «Кайран паттăрлăх кăтартса ĕçлемелле ан пултăр — пĕтĕмпех планпа пăхнипе килĕшӳллĕн пурнăçламалла...» Асăрхаттару ăнсăртран мар — хушнине тӳрре кăларман тĕслĕхсем пур.
Тунтикунхи канашлура тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухнипе пĕрлех «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, предпринимательсен пуçарулăхне пулăшасси» нацпроекта мĕнле пурнăçланине тишкерсе хакларĕç. Ку ыйтупа экономика министрĕ Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшма уйăрнă укçа виçи 1,2 миллиард ытла тенкĕпе танлашнă. Кăçал ку виçе самай пысăкланмалла — 1,6 миллиард тенке яхăн пулĕ. Çав шутра 15,9 миллионĕ кăна республика бюджетĕнчен, ыттине пĕтĕмпех федераци бюджечĕ уйăрĕ.