Электрон мел хăвăрт та перекетлĕ

30 Кăрлач, 2023

Канашлура социаллă пĕлтерĕшлĕ массăллă пулăшусене электрон мелпе кӳрессине 55% çитермелли мерăсене пăхса тухрĕç. Олег Николаев ку енĕпе раштаврах тивĕçлĕ хушу пулнине, анчах муниципалитетсем ăна пурнăçламаннине аса илтерчĕ — çакăншăн иртнĕ эрнери канашлура вĕсен влаçĕсене сăмах тивнĕччĕ. Халĕ ĕç тăвакан органсен, муниципалитетсен тивĕçлĕ плансем пур — вĕсене пурнăçламалла. Чăн та, экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов хăшĕ-пĕри хайхи плансене ячĕшĕн хатĕрленине пытармарĕ — вĕсенче татăклă мерăсем пулмалла. Çав вăхăтрах, вăл хакланă тăрăх, уйрăм муниципалитетсем çĕнĕ сĕнӳсемпе ĕçсем палăртнă — вĕсем ыттисемшĕн те кăсăклă пулмалла.

Электрон мелпе кӳрекен пулăшусен тӳпине палăрмаллах ӳстерес тĕлĕшпе вара, иккĕленмест Дмитрий Иванович, резерв пысăк. Калăпăр, çĕр лаптăкĕсене пĕр категорирен теприне куçарасси, техникумсене вĕренме кĕмешкĕн заявлени парасси, ача садике çӳренĕшĕн компенсаци илесси тата ытти те — çак пулăшусене электрон мелпе ыйтма пулать, анчах çак майпа усă куракан сахал. Е тата — çынсем хăйсен нушисем валли вăрман туянасси, сунар билечĕ, вăрман лаптăкĕпе усă курмалли ирĕк, вăрмана арендăна илесси... Электрон мел пур çĕртех ку пулăшусене ыйтма çынсен темшĕн чиновниксемпе куçа-куçăн тĕл пулмалла.

Вăл е ку объекта почта адресĕ пама ыйтас тĕлĕшпе те электрон мел тӳпи 5% шайĕнче çеç, çĕр лаптăкне кадастр енĕпе шута илес, çĕр лаптăкне аукционсăр парас тĕлĕшпе — 4%... Тĕрĕссипе, çак тата ытти чылай пулăшупа тĕрлĕ кантура çитмесĕрех усă курма нимĕн те чăрмантармасть. Çавна май Дмитрий Краснов хайхи процентсене пысăклатас тĕллевпе тивĕçлĕ семинарсем йĕркелессине çирĕплетрĕ. Вырăнсенчи яваплă çынсем ку енĕпе пĕлсе тата çанă тавăрса ĕçлесен, нумай функциллĕ центрсен вăйĕпе туллин усă курсан асăннă кăтартусем палăрмаллах пысăкланĕç.

Олег Николаев ялсенчи культура çурчĕсене кирлĕ майсемпе тивĕçтернии те, интернетпа усă курмалли центсем уçни те ку енĕпе курăмлă пулăшу пуласса шанать. Вĕсенче ĕçлекенсем граждансене социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусемпе электрон мелпе усă курмашкăн хăнăхтарма тивĕç. Вырăнсенчи влаçсем «пирĕн çынсем пулăшу ыйтмашкăн хăйсем килме хăнăхнă» тени — юрăхсăр. Электрон мелпе усă курни граждансене райцентра кайса кун çухатасран хăтарĕ кăна мар, чиновниксен вăхăтне те перекетлĕ. Электрон мел ĕç хăвăртлăхне ӳстерет, хальччен çынсене йышăнса ирттернĕ вăхăтра вĕсем муниципалитетшăн, унта пурăнакансемшĕн усăллă ытти ĕçе пурнăçлама пултарĕç.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас