10 Çĕртме, 2014

Пирĕн ентешсем - çĕр-шыв чемпионĕсем

Спорт мелĕпе утакансен Раççей чемпионачĕ Шупашкар кÿлмекĕ хĕрринче тата «Олимпийский» стадионта, малтан палăртнă пекех, икĕ куна пычĕ.

10 Çĕртме, 2014

Тухтăрăн шанчăклă пулăшуçи

Паянхи пысăк технологиллĕ тата аталаннă сывлăх сыхлавĕ медицина сестри пулмасан пациентсене пахалăхлă пулăшупа тивĕçтереймĕ паллах. Чирлисене вăл хăй тĕллĕн сиплемест-ха, тухтăр хушнине кăна пурнăçлать.

10 Çĕртме, 2014

Пилот проектне - симĕс çутă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чул хула ярмăрккин Академи залĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенче çут çанталăк газĕпе мотор топливи вырăнне усă курассине анлăлатас ыйтусемпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă.

Ăна РФ Президенчĕн округри полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă. Канашлăва çавăн пекех Раççей промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров, энергетика министрĕ Александр Новак, транспорт министрĕ Максим Соколов, федерацин Атăлçи округĕнчи субъекчĕсен ертÿçисем хутшăннă.

10 Çĕртме, 2014

Зоопарка ăсатма иртерех

Экономика тĕнчинчи цифрăсене тишкерме тата пĕр-пĕринпе танлаштарма хăнăхнăран-ши - Чăвашстат материалĕсемпе паллашма кăмăллатăп. Мана ут йышĕ республикăра юлашки çулсенче геометри прогрессийĕпе чакни тĕлĕнтерчĕ. Чĕлхесĕр янавара халĕ ял ачисем те пурте палламаççĕ.

Пĕррехинче Шупашкарти пĕр шкулта вĕрентекен пĕрремĕш класа çÿрекенсене лаша ÿкерме хушнă. Пурте тенĕ пекех мультфильмсенче кăтартакан чĕр чунсене сăнарланă. «Эсир çулла ялта пулман-им, лаша курман-им?» - тĕлĕннĕ педагог. Хăш-пĕр ялта çак чĕр чуна пачах усрамаççĕ пулсан ачасем ăна епле пĕлме пултарччăр?

10 Çĕртме, 2014

Асăрханулăх - çул çинчи чи çывăх юлташ

ЧР ШĔМĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн ертÿçисем чан çапаççĕ: республикăри çулсем çинчи лару-тăру тăруках çивĕчленнĕ! Кăçалхи 5 уйăхра регистрациленĕ 592 аварире 79 çын вилнĕ, 703-ĕн аманнă.

7 Çĕртме, 2014

Шывăн турачĕ çук

Шăрăхра ача-пăча та, çамрăксем те, аслă ăру çыннисем те шыв хĕррине васкаççĕ. Тем тесен те унта уçăрах. Шыва кĕнĕ вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине никамăн та манма юрамасть. Ача-пăча тĕлĕшпе аслисен уйрăмах тимлĕ пулмалла.

Пĕчĕккисене мăн çынсемсĕр шыва кĕме ямалла мар. Çыран хĕрринче ачана пĕлĕшсемпе те ан хăварăр. Вĕсем ăна пăхса çитереймесен те пултараççĕ.

Пĕчĕк ачасен чăммасан лайăхрах, мĕншĕн тесен хăлхана шыв кĕрсен чир пуçланас хăрушлăх пур.

Унсăр пуçне çыран хĕрринчех вылякан шăпăрлана шыва ÿкесрен асăрхамалла.

7 Çĕртме, 2014

Çул-йĕр ĕçченĕсен яваплăхне епле ÿстермелле-ши?

Ăçта камшăн мĕнле те, республика тĕп хулинче пурăнакансемшĕн çулла çитни çул çинче тата ун айккипе чава-чава тухнă траншейăсенчен лайăх курăнать. Айккинчи шăтăк-путăк вĕчĕрхентерет, паллах, çывăх вăхăтрах сирĕн хваттерте ăшă шыв çухалассипе çыхăннă-çке вăл. Телее, ăна чăтса ирттерме пулать. Коммуналлă хуçалăх ку енĕпе пирĕн чăтăмлăха çулсеренех тĕрĕслет те - цивилизаци çак ырлăхĕсĕр пĕр вăхăт пурăнмашкăн шăла çыртса чăтма хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Вăт çул çинчи шăтăк-путăк пирки вара - пачах урăх калаçу. Нумай чухне инкекпе вĕçленет вăл. Чи хăрушши - çын вилесси - таранах илсе çитерме пултарать.

7 Çĕртме, 2014

Кĕрлет пасар... çул хĕррипе

Йывăç-тĕм лартасси кăткăс та яваплă ĕç пулнине пурте пĕлеççĕ. Тутлă та йышлă пан улми çиес тесен хунавне тĕрĕс суйламалла. Нумай чухне вара вĕçĕмсĕр васкакан çын сутуçă мĕн каланине итлесех укçине кăларса хурать. Çав тĕм мĕнпе савăнтарассине вара кайран тин пĕлĕпĕр. Кунта савăнтарассине кавычкăна илсен те юрать. Чăннипе мĕн ÿсесси икĕ телейлĕ. Мĕн шантарни пулсан аванччĕ те. Анчах хăш-пĕр хунав типсе ларать е пачах урăх йывăçа "çаврăнать".

Pages