Комментари хушас

10 Çĕртме, 2014

Пысăк тупăш кÿрет

Вăрă сухан /лук-севок/ çитĕнтерме республикăри хăш районта чи малтан пуçланă? «Совет тапхăрĕнче. Патăрьелпе Елчĕк тăрăхĕсенче, - терĕ ЧР агропромышленноç ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ, ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулнă Василий Шадриков. - Ку ĕçе «Гвардеец», «Слава», «Урожай» колхозсен председателĕсем Михаил Долгов, Иван Денисов, Сергей Курчин лайăх йĕркелерĕç. Часах ăна Елчĕк районĕнчи Ленин ячĕллĕ, «Правда», «Победа» колхозсенче, ытти хуçалăхра сарчĕç, çуллен пысăк тупăш илчĕç. 1982 çулта уйрăмах ăнса пулчĕ, хуçалăхсене услам нумай кÿчĕ. Вĕсем банкран илнĕ парăмпа вăхăтра татăлчĕç. Ку ĕмĕрте ăна туса илессипе республикăра Патăрьелсене çитекенни çук. Елчĕк енре Федор Шадриков фермер хуçалăхĕ çитĕнтернине пĕлетĕп. Рынок тапхăрĕнче пысăк тупăш паракан культурăсенчен пĕри. Çавăнпа ăна ытларах акма тăрăшаççĕ».

АПК ветеранĕ сĕннипе Патăрьел тăрăхĕнче вăрă сухан çитĕнтерекенсене курса çÿрерĕм. Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕнче пултăм. «Пирĕн пурĕ - 150, çав шутра фермерсен - 83, «Родина» кооперативăн - 5, килти хуçалăхсен - 62 гектар, - каласа пачĕ администраци пуçлăхĕ Валентин Тукмаков. - Шăрăх кунсем пуçланнăранпа ăна Евгений Мартышкин, Владислав Михайлов, Валерий Артемьев, Владимирпа Николай Степановсем, Валерий Краснов, Юрий Кротов, Радий Русаков, Юрий Артемьев хуçалăхĕсенче шăвараççĕ. Пысăк тухăç парасси иккĕлентермест. Кĕркунне туянма çурçĕрти, кăнтăрти, инçет хĕвел тухăçĕнчи регионсенчен вун-вун автомашина килет. Совет тапхăрĕнче ăна килти хуçалăхсенче хальхи пекех нумай çитĕнтермен. Фермер хуçалăхĕсем пулман. Колхоз кăна акнă. 1993 çул хыççăн, кашни киле пĕр гектар çĕр уйăрсан, килти хуçалăхсенче ытларах туса илме тытăнчĕç. Каярахпа пай лаптăкĕсене куçрĕ. Чылай районта вĕсенче нумай çул çитĕнекен культура кăна çитĕнтереççĕ е çум курăк ашкăрать. Пирĕн çĕр-çĕр гектар пахча çимĕç акаççĕ-лартаççĕ. Ял-йыш вăрă сухана ытларах çуркунне сутать. Виçĕм çул хака 65-70 тенкĕ тытса тăрса пысăк тупăш илчĕ. Чăн та, чикĕ леш енчен çĕр-шыва вăрă сухан нумай кÿнĕрен - йÿнелет».

Çĕнĕ Ахпÿрт çыннисем тулăх пурăнни çурт-йĕртен, пÿрт умĕнчи техника хатĕрĕнчен, гаражран лайăх курăнать. Администраци пуçлăхĕ каланă тăрăх - çăмăл автомашина туянассипе ял тăрăхĕ республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнать. Аллă ытла çемье трактор тытать. Çынсем пахча çимĕç, ытти культура, какай, сĕт сутса укçа тăваççĕ. Арçынсем килти хуçалăхра вăй хунипе пĕрлех республика тулашĕнче ĕçлесе илеççĕ. Çапла вара кашни çемье бюджетне тупăш аванах кĕрет.

Евгений Мартышкин, ХФХ ертÿçи: «Эпир усă куракан çĕр пурĕ - 132, вăл шутра вăрă сухан 15 гектар, ытти - тулă, урпа, çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, нумай тата пĕр çул çитĕнекен курăк. Фермер ĕçне пай çĕрĕнчен, 4,6 гектартан, пуçларăм. Лаптăка çуллен пысăклатрăм. Çу уйăхĕн вĕçĕнчен тытăнса Пăла юхан шывĕ хĕрринчи 5 гектар вăрă сухана шăваратпăр. Вăл лайăх тухăçпа савăнтарасси иккĕлентермест».

Фермер юхан шыв çыранне PQ-1600 агрегат лартнă. 500 метра - хулăн, сухан йăранĕсен хушшипе пÿрне хулăнăш пăрăх тăснă. Пĕчĕк-пĕчĕк шăтăксенчен майĕпен шыв тумлать, сухан тымарĕ çумĕнчи тăпрана нÿрлентерет. Фермер агрегатпа пăрăх туянма 310 пин тенкĕ тăкакланă. Ăна яла илсе килсенех çуррине саплаштарма патшалăх субсиди уйăрнă. Çывăх вăхăтрах 5 гектар çĕр улмине шăварма тытăнасшăн. Насус, пăрăх илсе килнĕ. Россельхозбанкăн районти уйрăмĕ Е.Мартышкин фермера «Беларуç» трактор туянма кредит парса пулăшнă. Ăна пĕчĕккĕн тавăрать. Фермер 900 тонна продукци упрамалли ангар туса пĕтернĕпе пĕрех.

Унăн хуçалăхĕнче куллен 7 çын тăрăшать. «Утă-авăн уйăхĕсенче вăхăтлăха тепĕр ушкăна ĕçе илĕп. Уйăхра вăтамран 18-шар пин тенкĕ таран ĕçлесе илĕç», - терĕ вăл.

Е.Мартышкин хуçалăхĕпе темиçе çул каялла республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашнă, ХФХ ÿсĕм çулĕпе пынине палăртнă. Фермер ăна хисеплесе кĕмĕл укçа, патшалăх 1800 çулсенче кăларнăскере, парнеленĕ. Пăла хĕрринчи уйра тупнăскере М.Игнатьев музее çитерме шантарнă.

«Пирĕн килти хуçалăхсем кăна 131 гектар вăрă сухан акрĕç, - пĕлтерчĕ Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Перепелкин. - Кунсăр пуçне пĕрлехи хуçалăхсем 10 гектар ытла çитĕнтереççĕ».

Хĕвел тавралăха хĕртетчĕ пулин те ял-йыш чăтăмлăх çитерсех ял таврашĕнчи уй-хирти культурăсене çум курăкран тасататчĕ. Пурте çумăр кĕтетчĕç. Вăл ытти районта çуса иртрĕ. Юхма енре çу уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунĕнче те пулман. Патăрьелсен ял хуçалăх производствинче вăрă сухан мĕнле вырăн йышăнать-ха?

«Кăçал мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем ăна 520 гектар акнă, - хуравларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов. - Пирĕн хуçалăхсен ĕçĕнче вăл совет саманинчех пысăк вырăн йышăннă. Реформăсен тапхăрĕнче пушшех сарăлчĕ. Туçа, Сăкăт, Каншел ял тăрăхĕсенчи килти хуçалăхсем, «Красное Знамя», «Малалла», «Звезда» хуçалăхсенче кăçал та вун-вун гектар акрĕç. Çынсем вăрă суханран тупăш çĕр улмипе танлаштарсан икĕ хут ытларах илеççĕ. Çавăнпа лаптăка ÿстереççĕ».

Республика Пуçлăхĕ çулталăк пуçламăшĕнче Патăрьелне кайсан район ертÿлĕхне АПК ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи пĕчĕк пулнăшăн ÿпкелесе илчĕ. Килти хуçалăхсенче туса илнĕ ял хуçалăх культурисем, вăл шутра вăрă сухан сутса тунă тупăша шута илменрен те вăл пĕчĕкрех курăнать. Тепĕр çивĕч ыйту: ăна çитĕнтерекен ХФХсемпе килти хуçалăхсем шăвармалли агрегат туянма пуçланă кăна-ха. Ахăртнех, çынсем унăн 50 процентне патшалăх саплаштарнине пĕлмеççĕ. Апла пулсан начар ăнлантараççĕ. Кирек хăш çемье те насус-пăрăх туянма 150 пин тенкĕ пуçтараять.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.