Пилот проектне - симĕс çутă

10 Çĕртме, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чул хула ярмăрккин Академи залĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенче çут çанталăк газĕпе мотор топливи вырăнне усă курассине анлăлатас ыйтусемпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă.

Ăна РФ Президенчĕн округри полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă. Канашлăва çавăн пекех Раççей промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров, энергетика министрĕ Александр Новак, транспорт министрĕ Максим Соколов, федерацин Атăлçи округĕнчи субъекчĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Канашлу умĕн Михаил Игнатьев газомотор техникин куравĕнче пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çут çанталăк газĕпе ĕçлекен, пассажирсене илсе çÿрекен транспорт тĕслĕхĕсемпе - ПАЗ, ЛиАЗ, КАВЗ автобуссемпе, çавăн пекех КамАЗ никĕсĕ çинче тунă коммуналлă техникăпа паллашнă.

Канашлăва уçнă май Михаил Бабич полпред Атăлçи округĕ пассажирсене илсе çÿрекен тата коммуналлă транспорта, ял хуçалăх техникине экологи енĕпе таса тата тăкак тĕлĕшпе йÿнĕрех газ топливи çине куçармашкăн меллĕ территори пулнине палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçлас енĕпе тĕп йывăрлăх - ĕçлекен газозаправка станцийĕсен, сервис центрĕсен инфратытăмĕ çукки, регионсен газомотор техники туянассине субсидилеме укçа çителĕксĕрри. Паян округ территорийĕнче автомобильсен газ тултаракан 52 компрессор станцийĕ, газомотор техникине пăхса тăракан 21 сервис центрĕ ĕçлеççĕ. Вĕсен шутне темиçе хут пысăклатмалла. Малтанлăха палăртнă тăрăх - техникăна çут çанталăк газĕ çине куçармалли пилот проектне Атăлçи округĕнчи 8 регион хутшăнĕ.

Чăваш Республикине общество транспортне тата коммуналлă техникăна газомотор топливи çине куçармалли пилот проектне хутшăнассине çирĕплетнĕ 6 регион шутĕнче асăннă. Ку ĕçе тата 2 регион хутшăнĕ. Пилот проекчĕпе килĕшÿллĕн компрессор станцийĕсем тума çĕр лаптăкĕсем уйăрĕç, республика бюджетĕнче газпа ĕçлекен техника туянассипе çыхăннă мероприятисем валли укçа пăхса хăварĕç. Малтанхи тапхăрта çав станцисене Шупашкар, Улатăр, Канаш хулисенче, Етĕрне тата Куславкка районĕсенче тума палăртнă.

Транспорт компанийĕсене газпа ĕçлекен çĕнĕ техника туянма хавхалантарас тĕллевпе республикăра çавнашкал техникăпа усă куракан организацисен, уйрăм предпринимательсен транспорт налукĕн виçине двигатель хăвачĕн кашни лаша вăйĕшĕн 20% чакарнă, çак йĕрке кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2020 çулччен вăйра пулĕ.

2013 çулта Чăваш Ен пĕрле укçа уйăрмалли йĕркепе /20 тата 80%/ республика тата федераци бюджечĕсен шучĕпе «Чăвашавтотранс» ПУП валли газпа ĕçлекен 18 автобус туяннă. Федераци бюджечĕн субсидийĕ 45 млн тенкĕпе танлашнă, республика бюджечĕн - 11,3 млн.

Унсăр пуçне çак проекта пурнăçласа «Трактор завочĕсем» концерн» корпораци управленийĕн компанийĕ» ООО, Чăваш Енре тракторсем тата строительство техники туса кăлараканскер, «Газпром газомотор топливи» ОООпа çут çанталăк газĕпе мотор топливи вырăнне усă курасси çинчен калакан меморандума алă пуснă. Канашлура сăмах илнĕ май Михаил Игнатьев «Газпром» ертÿçисенчен Чăваш Ен территорийĕнче автомобильсен газ заправкин станцийĕсен шутне ÿстерме ыйтнă.

Канашлу хыççăн Чăваш Республики тата «КамАЗ» АУО газомотор топливипе усă курас енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Çак документра çут çанталăк газĕпе ĕçлекен автомобиль техникипе усă курассине анлăлатма, çакнашкал техникăна пăхса тăракан сервиса, ытти инфратытăма аталантарма, ĕç пахалăхне лайăхлатмалли мероприятисем йĕркелессине çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - килĕшÿ газпа ĕçлекен автотранспорт шутне ÿстерсе республикăри экологие лайăхлатма, топливо рынокне диверсификацилеме пулăшĕ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.