Тухтăрăн шанчăклă пулăшуçи

Паянхи пысăк технологиллĕ тата аталаннă сывлăх сыхлавĕ медицина сестри пулмасан пациентсене пахалăхлă пулăшупа тивĕçтереймĕ паллах. Чирлисене вăл хăй тĕллĕн сиплемест-ха, тухтăр хушнине кăна пурнăçлать. Çапах та унăн пĕлтерĕшĕ пысăк: пациентпа ытларах хутшăннă май ăна эмелпе кăна мар, ырă сăмахпа та сиплет, лăплантарса унăн ыратăвне сирет е хавхалантарса кĕске хушăрах самайланма пулăшать. Тĕрĕссипе, чирлĕ çынна пăхасси пĕтĕмпе тенĕ пекех ун çине тиенет.

Шупашкарти пĕрремĕш хула клиникинче 930 медсестра. Вĕсен йышне акушерсемпе фельдшер-лаборантсем те кĕреççĕ. Кашнийĕн тивĕçĕ хăйне май.

Тĕслĕхрен, участок сестри - çынсен хушшинче ирттерекен сиплев тата санитарипе профилактика ĕçĕнче врач-терапевтăн шанчăклă пулăшаканĕ. Кунта халăха патронажа илнине - пациентсен сывлăхне киле пырса тăтăшах тĕрĕсленине - уйрăммăн палăртмалла.

Пĕрремĕш поликлиникăн аслă медсестри Татьяна Багаутдинова палăртнă тăрăх - медицина сестрин чирлĕ çынпа пĕр чĕлхе тупма пултармалла. Хăйĕн ĕçне пĕлни, пациента канăç паман ыйтусене ăнланни, вĕсене татса пама хутшăнни сиплев ăнăçлăхне ÿстерет, ăна самайланма пулăшать.

"Пирĕн больницăн амбулаторипе поликлиника службинче 120 ытла медсестра тăрăшать. Ăсталăха, професси шайне пуянлатас тĕллевпе вĕсем квалификацие ÿстерекен курсра пулаççĕ, тĕрлĕ семинар-канашлăва хутшăнаççĕ, ăслăлăх статйисем хатĕрлеççĕ", - тет Татьяна Евгеньевна.

Операци сестрин ĕçĕ те яваплă. Унăн тивĕçĕсенчен пĕри - операци пынă вăхăтра хирургсене кирлĕ инструментпа тата материалпа тивĕçтересси кăна мар, асептика нормине пăхăннине тĕрĕслесе тăрасси те. Унăн ансăр специализацире чăн-чăн ăста пулмалла - васкавлă пулăшу пама пĕлмелле, анатомие тĕшмĕртмелле, операци юхăмне ăнланмалла тата врач мĕн тăвасси çинчен малтанах ăнкармалла. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнă чухне операци хăвăртрах тата ăнăçлăрах иртет.

Операци сестрисен бригадине 30 çул ытла Лидия Петрянкина ертсе пырать, вăл квалификацин пысăк категори специалисчĕ.

"Ĕçĕм килĕшет, сыватмашкăн сиплевĕн уйрăм тапхăрĕнче кăна тÿпе хывнине пăхмасăр, чирлĕ çынна эпир те пулăшатпăр вĕт: ыратăвне, тăнăçсăрлăхне сиретпĕр, ăна пурнăçпа савăнма май туса паратпăр", - палăртать аслă категори медсестри Любовь Степанова. Сăмах май, çак ĕçре вăл 40 çул тăрăшать.

Акушерсен ячĕпе те ырă сăмах каламаллах: вĕсем пулăшнипе çут тĕнчене килнĕ вĕт эпир. "Пирĕн тивĕç - çуратакан хĕрарăма ÿт-пĕвне лăпкă тытма тата чун канăçлăхĕ тупма май туса парасси. Медицинăри хăнăхусемпе мелсем кăна çителĕксĕр кун пек чухне, ăна шанăç кÿмелле, пирĕн хушăра вăй-хăват çыхăнăвĕ йĕркеленмелле", - çапла шухăшлать Александра Алексеева. Вăл - шанăç паракан çамрăк специалист. Акушерăн чи тĕрĕс инструменчĕ -унăн алли, вăл пулăшнипе çут тĕнчене çĕнĕ кайăк килет.

Хулари пĕрремĕш клиника больницин ăста та пултаруллă медсестрасен йышне пысăк категори специалисчĕ Ольга Швардакова ертсе пырать, кашнинпех тимлĕ пулма тăрăшать, çакăншăн хисеплеççĕ те ăна ĕçтешĕсем.

Постра ларакан медсестра-и, процедура ирттерекенни-и, участокри-и е пысăк опыт пухни-и, тин кăна ĕçлеме тытăнни-и - вĕсен тĕллевĕ чирлĕ çыншăн тăрăшасси. Кашниех хăйĕн профессийĕпе мăнаçланать. Ара, сывалса çитнĕ пациент ăшшăн тав тунинчен пахи мĕн пултăр.

Медицина сестрисене профессин тин кăна иртсе кайнă уявĕпе тата Медицина ĕçченĕн çывхаракан кунĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр.

Оксана ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.