Асăрханулăх - çул çинчи чи çывăх юлташ
ЧР ШĔМĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн ертÿçисем чан çапаççĕ: республикăри çулсем çинчи лару-тăру тăруках çивĕчленнĕ! Кăçалхи 5 уйăхра регистрациленĕ 592 аварире 79 çын вилнĕ, 703-ĕн аманнă. Ку цифрăсем пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен пĕчĕкрех пулин те ĕç-пуç чăннипех пăшăрхантарать.
Калăпăр, çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче кăна аварисенче виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. «Темле айванла, сăлтавлама йывăр аварисем, - терĕ вĕсем пирки управлени пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Чурбанов. - Çĕрпÿ-Чĕмпĕр çул çинче, Канаш районĕнче, Киров облаçĕн çынни прицеплă «Фредлайнер» грузовикпе çул çинче çаврăнма тăнă. Хирĕç килекен «Тойотăпа» çапăннă, иномаркăн 30 çулти водителĕ çавăнтах вилнĕ. Грузовик водителĕ вара ÿсĕр пулнă...» Çакнашкал тĕслĕхсене епле тÿрре кăларăн?
Тепĕр тесен кашни аваришĕн кам та пулин айăплă. Ытларах чухне - транспорт хатĕрĕсен водителĕсем. Ахальтен мар ĕнтĕ аварисен тĕп пайĕ - автомобильсем çапăнни, çуран çÿрекенсене таптани, транспорт хатĕрĕсем çаврăнса ÿкни. Сăмах май, унччен çуран çынсем шар курнă тĕслĕхсем инкексен пĕтĕмĕшле шутĕнче нумайрах пулнă, халь машинăсем çапăннин тÿпи пысăкрах. Транспорт хатĕрĕсем çаврăнса ÿкесси вара çăва тухсан нумайланать. Хĕлле аплах мар-мĕн, юр кĕрчĕсем пулăшаççĕ пуль, тепĕр енчен, çăва тухсан водительсем пысăкрах хăвăртлăхпа çÿреççĕ. Кăтартăвĕ хурлăхлă.
Лайăх çанталăк çынсене пикнике-шашлăка хăвалать, унта чылайăшĕ руль умне ларма тивессине пăхмасăр эрехе те сивлемест. Каллех - инкек. Геннадий Васильевич шухăшĕпе, пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче руль умне ÿсĕрле ларнăшăн явап тыттарасси самай çирĕпленни те пулăшмасть. Водитель удостоверенине туртса илеççĕ, 30 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ, иккĕмĕш хут çаклансан штраф виçи 50 пин тенке çитет - пур пĕр хăрамаççĕ. Çула ÿсĕрле тухакансем çав-çавах йышлă. Çулталăк пуçланнăранпа çавнашкал 2,5 пине яхăн водителе тытса чарнă. Ÿсĕрсен айăпĕпе çул çинче 36 авари пулнă, вĕсенче 5 çын вилнĕ, 42-ĕн суранланнă.
Çивĕч тепĕр тема - мотоциклсемпе скутерсем. Вĕсем те чылай инкек кÿреççĕ. «Темиçе çул каялла кăна-ха скутерсем сахалччĕ, - сăмахне тăсать Г.Чурбанов. - Халь вара ашшĕ-амăшĕ çул çитмесĕрех ачисене çавнашкал транспорт хатĕрĕ туянса пама васкать. Ку хăйне евĕр модăна çаврăнчĕ теме те юрать: скутерпа-тăк - ялти пĕрремĕш каччă!» Управлени пуçлăхĕн калаçăва хутшăннă тепĕр çумĕ, Олег Федоров, танлаштаруллă цифрăсем те илсе кăтартрĕ: сăмахран, 2005 çулта скутерсем хутшăннипе республикăра пĕтĕмпе те 4 авари кăна пулнă, пĕлтĕр вара - 115! «Кăçал та унтан кая пулмасть-тĕр», - пăшăрханăвне пытармарĕ Олег Александрович. Скутерпа çÿресси пачах та хăрушă мар тени тавлашуллă. Г.Чурбанов калашле, «тепĕр скутер мотоциклтан та ирттерет. Уйрăмах - Китайра туса кăларнисем: хăватлă транспорт хатĕрĕсенех двигатель калăпăшне пĕчĕклетсе кăтартаççĕ - налуксенчен пăрăнма меллĕ, водитель удостоверенийĕ те кирлĕ мар...»
Туянса параççĕ тĕк - ашшĕ-амăшĕн ачисем çав транспорт хатĕрĕсемпе йĕркеллĕ çÿренине çирĕп сăнаса тăмалла. Çакна та манас марччĕ: скутер тени çул-йĕр правилисенче «мопед» ăнлавпа пĕр килет, апла тăк скутер рулĕ умне 16 çул тултармасăр ларма юрамасть, çул-йĕр правилисене уямалла. Йĕркене пăсакан çамрăк скутеристсене явап тыттарасси те ансат мар. ПАИ инспекторĕсем вĕсене чарас тесен те нумайăшĕ чарăнмасть - малалла васкать. Хыççăн хăваласан - инкек пуласси те часах. Тарнă чух ăçта та пырса çапăнсан е çул айккине сиксе амансан куншăн инспекторăнах явап тытма тивет вĕт.
Тепĕр тесен икĕ кустăрмаллă «урхамахпа» çитĕннисем те час-часах инкеке лекеççĕ. Сăлтавĕ каллех - çăмăлттайлăх. Нумаях пулмасть Йĕпреç районĕнче пĕр арçын кÿршĕ ялĕнчи пĕлĕшĕсене ĕçлесе пулăшнă, кайран, хăнăхнă йăлапа, хуçисем ăна эрехпе сăйланă. Арçын çакна пăхмасăр мотоциклне утланса килне кайнă. Унта çитеймен. Çырмана сиксе вилмеллех суранланнăскерĕн ÿтне тепĕр кунне тупнă.
Шăрăх çанталăк хăйне евĕрлĕхĕ пирки те сăмах пулчĕ. Вăрах типĕ те шăрăх тăнă хыççăн ытларах чухне шалкăм çумăрсем пулаççĕ. Çакăн пек самантра çул çÿрев пушшех хăрушă иккен. Çул çинче супăнь кăпăкĕ евĕр шутаракан çÿхе сий пулать - водительсем çакна шута илмеççĕ, çавăнпа хăрушă аварисем пулаççĕ. Управлени ертÿçисем пĕлтĕр Çĕрпÿ районĕнче пулнă, темиçе çын вилнипе çыхăннă аварие аса илчĕç: «Çулла, анчах çул пăрлак чухнехи пек шуçлак. Темле çу тăкăнса кайман-и текен иккĕленÿ те пулнăччĕ, апла мар иккен, вĕри çанталăк хыççăн çумăр çунă май асфальт хăй шутаракан темле хутăш уйăрать - хăрушлăх тухса тăрать. Çавăнпа пушшех сыхă пулмалла - хăвăртлăха чакармаллах».
Полицири реформа хыççăн ПАИ ĕçченĕсен йышĕ чакнин сиенлĕ витĕмĕ те çук мар. Фотофиксаци камерисем нумай-ха, анчах вĕсем хăвăртлăха çеç виçеççĕ, руль умĕнчи ÿсĕрсене курмаççĕ. Эрехпе сăйланнă хыççăн çула тухакансен шучĕ нумайланни çакăнпа та сăлтавланать-тĕр. Çул çинче халь ПАИ инспекторĕсене час-часах кураймăн - çавăнпа шикленмеççĕ. Тĕрĕслесен вара хĕрĕнкĕскерсем çине-çинех çакланаççĕ. О.Федоров нумаях пулмасть Шупашкарти паллă каçхи клуб таврашĕнче ятарласа рейд ирттерни çинчен каласа пачĕ. Клубра каннă хыççăн çынсем хĕрĕнкĕ е ÿсĕр пулин те хăрамасăрах машинăпа ларса каяççĕ. Çавна май ПАИ сотрудникĕсем клуб таврашĕнчи темиçе çула пÿлнĕ. Тÿрех руль умĕнчи 5-6 ÿсĕре чарнă. Ыттисем пакунлисем «сунара» тухнине пĕлсен машинисене лартса хăварса килĕсене çуранах е таксипе кайнă-мĕн.
Çавăнпа управлени ертÿçисем халăхран та пулăшу ыйтаççĕ: руль умĕнчи çын ÿсĕррине асăрхасан полицие шăнкăравлама ÿркенмелле мар. Çапла тусан эсир, тен, çав водителĕн хăйĕн тата ыттисен пурнăçне çăлса хăварма пултаратăр. Пурне те ПАИ сăнаса тăраймĕ. Каларăм-çке, йыш çитмест. Тĕп хулара кăна куллен 40-100 авари пулать. Экипажсем пурте тенĕ пекех çав аварисен вырăнĕсенче, тивĕçлĕ документсем хатĕрлеççĕ - йĕркелĕхе сыхлама вăхăт та юлмасть темелле. Водителе ÿсĕрле тытса чарсан - пăнчă лартиччен экипажăн 3-4 сехет иртсе каять: хутсем çырмалла, айăплăскере медицина тĕрĕслевне илсе каймалла, транспорт хатĕрне штраф площадкине ăсатмалла...
Калаçăва вĕçленĕ май журналистсем хăйсене тÿрремĕнех пырса тивекен ыйтăва та çĕклерĕç: Яковлев проспектне реконструкциленĕ май Пичет çурчĕ умĕнчи светофора илсе пăрахрĕç, «зебра» юлнă, анчах чылай сарăлнă çул урлă каçасси питĕ йывăр - çĕнĕ çулпа пысăк хăвăртлăхпа çÿрекен автотранспорт айне пуласси те часах. Пичет çурчĕн ĕçченĕсене /пĕрлех - кунти транспорт чарăнăвĕнче анса промзонăна ирсерен ĕçе васкакан çынсене/ савăнтаракан хурав пулчĕ: «Реконструкци планĕпе килĕшÿллĕн çав тĕлте çуран çынсем валли каçă тума палăртман. Анчах ку пире тивĕçтермест - çын нумай çÿрет вĕт, вĕсем автовокзал патĕнчен çаврăнса çÿреччĕр-им? Çавăнпа та эпир çине тăтăмăр, Пичет çурчĕ патĕнче светофор та, çуран çынсем çул урлă каçмалли вырăн та пулаççех». Тав тумалли çеç юлать.
Николай КОНОВАЛОВ