26 Ака, 2014

Шалăва пĕчĕклетмен

Иртнĕ тунти кун «Учительсен вăтам ĕç укçи» темăпа ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова брифинг ирттернĕ. Вĕрентекенсен шалăвне пĕчĕклетни пирки сас-хура сарăлни хальхинче тĕл пулу йĕркелемелли сăлтава çаврăннă. Пуш уйăхĕнче ĕç укçине, кăрлач-нарăсрипе танлаштарсан, пĕчĕкрех илнĕ май учительсем пăшăрханса ÿкнĕ-мĕн. Светлана Владимировна ыйтăва тĕплĕн уçăмлатса панă.

26 Ака, 2014

Ӳнерпе сиплеççĕ

Сусăрсене патшалăх кăна мар, общество та айккинче сирсе хăвармасть. Вĕсем шăпа кӳрентернисене йĕркеллĕ пурнăçа тавăрас, сыввисемпе пĕрле хутшăнтарас тĕллевпе ĕçлеççĕ. 2012 çулта ЧР Сывлăх сыхлав министерстви, республикăри Хĕрарăмсен канашĕ, Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Искусство терапийĕ» пĕрлĕхлĕ проект хатĕрлерĕ.

26 Ака, 2014

Шăпа пÿрни ăçта-ши?

Эх, канăç çук çав арçынсенчен! Паллашу кĕтесне пĕлтерÿ панă хыççăн пĕр вĕçĕм шăнкăравлама пуçларĕç. Кур-ха - никам та пĕччен пурăнасшăн мар, пурне те мăшăр кирлĕ. Мĕншĕн хальччен авланман-ши вĕсем? Мана шыранă пулинех. Хваттерте пурăнатăп терĕм те... Хайхисем тÿрех хăш урамра тĕпленнине пĕлесшĕн. Хальлĕхе мăнаки патĕнче выртса тăратăп. Кайран упăшкан килне куçасшăн.

26 Ака, 2014

Уявăмăр чаплă пулин те...

Ĕнер çанталăк ăмăр тăчĕ. Вăл шăпах пирĕн çирĕплĕхе, эпир чăвашлăха мĕнле парăннине тĕрĕслемелли кун пулчĕ тейĕттĕм. Тĕлĕнмелле те, Чăваш чĕлхи кунне халалласа Аслă вĕрентÿçĕн И.Я.Яковлевăн тĕп хулари палăкĕ умĕнчи митинга халăх кунашкал сахал пуçтарăннине халĕччен курманччĕ.

26 Ака, 2014

Тăван халăхăн пурнăç йывăççи ешертĕр

Чăваш чĕлхи кунĕнче çанталăк уяв майлă килсе тухмарĕ пулин те И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕ вырнаçнă корпусне пырса кĕрсенех диктант çырас кăмăллă йăхташăмăрсем хăйсене хăтлă туйрĕç.

26 Ака, 2014

Юратнă юмах - якутсен кĕнекинче

Чăваш юмахне Раççей халăхĕсен юмахĕсен пуххине кĕртнине пĕлтĕм. Кĕнекене ăçта кăларнă? Ăна Чăваш Республикинче туянма пулать-и? Унта тата хăш халăх юмахĕсем кĕнĕ?

Е.АНИСИМОВА. Тăвай районĕ.

Pages