Сывлăх

12 Нарăс, 2014

"Сывлăх", 6 /771/ /, 13. 02. 2014

  • Грипп ерсен - сĕтпе техĕмлĕх.
  • Мунчари сиплевçĕ милĕк.
  • Сыпăсенче тăвар пухăнсан.
  • Çамрăклăх эликсирĕ хатĕрлетпĕр.
  • Ялан пылак çиес килет...
  • Пуç ыратсан корица витĕмлĕ.
  • Чĕре сикет, сывлăш пÿлĕнет.
  • Аллергирен - хыр йĕппи.
  • Мăкăрăлнă вена çине.
  • Çăка чечекĕ - чăн-чăн сиплевçĕ.
  • Хăш тухтăр патне каймалла?
  • Тибет сĕт кăмпи.
  • Çурăм аптратма пуçласан.
  • Астмăпа кĕрешекен пастăсем.
  • Ура ывăнсан, ÿт хытсан.
  • Чăмăрла пĕçернĕ çăмартапа.
6 Нарăс, 2014

КУÇ ÇЫВĂХА КУÇАТЬ...

Шкула кайсан ачасенчен хăшĕ-пĕри мĕншĕн тăтăшах чирлет-ха? Вĕренÿри йывăрлăх ачан психикине, ăс-хакăлне пысăк витĕм кÿнипе пĕрлех сывлăха та хавшатма пултарать. Гигиенистсем час-часах тĕл пулакан виçĕ чире палăртаççĕ: вăрах гастрит, куç çывăхран çеç курни, кĕлетке кукăрăлни. Çак чирсенчен мĕнле хÿтĕленмелле-ха?

30 Кăрлач, 2014

"Сывлăх", 4 /769/ /, 30. 01. 2014

Клетчатка куллен кирлĕ. Тутлă, йÿнĕ, сиенсĕр çимĕçсем. Манăçлăх нушинчен сипленме. Пыр чĕпĕтме пăрахать. Шĕпĕн çине - кăмпа. Хăлха япăхрах илтме пуçларĕ-и? Организм вараланнин паллисем. Юн тымарĕсене çирĕплетеççĕ. Вĕтетнĕ мускат мăйăрĕпе. Иммунитета апельсин кĕселĕ лайăхлатать. Хырăм ай парĕ шыçсан. Йÿçеклĕх мĕнлине пĕлме, диета палăртма. Сахăр ытлашши чухне. Финик кальципе пуян. Юна шĕветмелле пулсан. Шăл пасти суйлатпăр. Пуç кукшалансах пырать. Пĕвер хавшасан. Пурăш çăвĕ паха.

30 Кăрлач, 2014

ХĂЛХА ЯПĂХРАХ ИЛТЕТ...

Çитмĕлтен иртнĕ çынсенчен чылайăшĕн хăлха япăхрах илтме пуçлать. Ку сисĕнмесĕр аталанать, ытларах чухне юн тымарĕсен тытăмĕ хавшаса пынипе çыхăннă. Хăш чухне çакăнпа пĕрлех хăлха шавлать, хускану шайлашулăхĕ пăсăлать. Харпăр хăйне мĕнле пулăшмалла-ха?

Тухтăр патне

Хăлха хытнин малтанхи паллисене асăрхасанах терапевт е отоларинголог пуç мимине юнпа тата усăллă япаласемпе тивĕçтерекен препаратсем çырса параççĕ. Чир хăвăрт аталанса пырсан стационара выртса сипленмелле.

Хăвăр тăрăшсан

Pages