Сывлăх

27 Нарăс, 2014

ЛАЙĂХ КĂМĂЛ - ХАСТАРЛĂХ НИКĔСĔ

Кăмăл час-часах пусăрăнни сывлăха япăх витĕм кÿрет, иммунитета чакарать, тĕрлĕ чире хĕтĕртме пултарать. Çавăнпа пурнăç хавалне вăйлатма тăрăшмалла.

Ÿсен-тăранпа

27 Нарăс, 2014

ВИР КĔРПИ - ПИРĔН ТУС

Сарăлса пиçнĕ вир пăтти чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, атеросклерозпа, сахăр диабечĕпе, пĕвер чирĕсемпе аптракан çынсене усăллă. Вир çăва куçмасть, пачах урăхла, ăна организмран кăларать.

26 Нарăс, 2014

"Сывлăх", 8 /773/ , 27.02.2014

  • Чĕре тĕрĕс мар тапать-и?
  • Пуç ыратсан мелиссапа илепер пулăшаççĕ.
  • Ват хăмпи шыçсан.
  • Холестеринпа кĕрешетпĕр.
  • Лайăх кăмăл - хастарлăх никĕсĕ.
  • Рис квасне сивĕтмĕшре упрамалла.
  • Гастрит аптратсан.
  • Юн пусăмĕ пĕчĕк.
  • Çăкăр тĕтĕмĕпе сывласа.
  • Сарамак нушинчен.
  • Вир кĕрпи - пирĕн тус.
  • Тухтăр канашĕ: "Кашниех тĕрĕсленме пултарать".
  • Хăлха япăх илтсен.
  • Тăртанни иртет.
  • Ангинăран - салат.
  • Курăк шывĕ ĕçсе.
  • Çĕпре хушманнине суйлăр.
20 Нарăс, 2014

ТĔПЛĔ ТĔРĔСЛЕННĔ ХЫÇÇĂН

Пушкăрт Республикинчи Авăркас районĕнчи Бишкаинра пурăнакан Е.Тимофеева ыйтăвĕсене хуравлатпăр.

Елена Николаевна, «Сывлăх» хаçатра сирĕнни пек чирсенчен сипленме пулăшакан халăх мелĕсемпе кашни номерте тенĕ пекех паллаштаратпăр. Малалла та çырăпăр. Тимлĕрех вуласан хăвăра кирлине тупма пултаратăр. Халăх мелĕсемпе хушма сиплевре усă курнине те манас марччĕ. Тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçламаллах. Тата сывлăха тĕплĕ тĕрĕслесе диагноза палăртнă хыççăн кăна вăл е ку рецепта суйласа илме юрать.

20 Нарăс, 2014

АЧАСЕМ ТЕ, ÇИТĔННИСЕМ ТЕ КĂМĂЛЛАÇÇĔ

Пылаксем - пастила, зефир, мармелад - ачасене те, çитĕннĕ çынсене те сиен кÿмеççĕ. Вĕсем сахал калориллĕ пулнă май кĕлетке виçи ÿсес хăрушлăх çук.

Пастила

Pages