Сывлăх

6 Пуш, 2014

"Сывлăх", 9 /774/ /, 06.03. 2014

  •  Шăнса пăсăлсан кефир пулăшать.
  •  Сыпăсене лавр çулçи тасатать.
  •  Атеросклероз аптратсан.
  •  Ешĕл аптека диабетпа кĕрешет.
  •  Юн пусăмĕ ÿссен уйрăмах тимлĕ пулмалла.
  •  Желатин ырă сăмаха тивĕç.
  •  Соя шăмăсене çирĕплетет.
  •  Çырли те, сĕткенĕ те, хуппи те паха.
  •  Ашшĕ-амăшне пулăшма - "Маттурскерĕм манăн" ятарлă кăларăм.
  •  Пепкен вар хытсан.
  •  Гематоген пылак е эмел?
  •  Аллерген тĕрлĕ çимĕçре пытаннă.
  •  Ÿслĕкрен - хыр папкипе.
  •  Вĕлтрен шатринчен, сунасран.
6 Пуш, 2014

УЙРĂМАХ ТИМЛĔ ПУЛМАЛЛА

1. Ан туртăр. Никотин юн пусăмĕ ÿснипе ахаль те йывăрлăха лекнĕ юн тымарĕсене аркатать. Çакна пула сывлăх хавшать, инфарктпа инсульт хăрушлăхĕ ÿсет. Сиенлĕ йăларан вăхăтра хăтăлни чирсенчен хÿтĕленме пулăшĕ.

6 Пуш, 2014

ПЕПКЕНЕ ПУЛĂШМАЛЛА

Амăшĕ кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра ачан апат ирĕлтерекен органĕсем йĕркеллех ĕçлеççĕ. Хушма апат çитерме тытăнсан вара вăл вар-хырăм ыратнипе тертленме пуçлать. Укроп шывĕпе кишĕр сĕткенĕ пур чухне те пулăшаймаççĕ.

6 Пуш, 2014

ИККĔМĔШ ЯНАХА ÇӲХЕТЕТПĔР

Иккĕмĕш янахран хăтăлмалли витĕмлĕ икĕ меслет пур. Чи кирли - вĕсене пурнăçлама ÿркенменни.

Хускану

Пит пиçĕлĕхĕшĕн анаслани питĕ лайăх. Тăтăшрах анасламалла, анчах çав вăхăтра пĕркеленчĕксем пуласран çамка ÿтне пÿрнесемпе тытса тăмалла.

Хăвăра хăвăр чĕлхе кăтартни усăллă. Ăна май килнĕ таран ытларах тăсмалла та 2-3 çеккунт тытса тăмалла, тутасене çулласа илмелле. 1-2-шер минутлăх тăхтавсемпе 5 хут тумалла.

Пĕрремĕшпе иккĕмĕш хăнăхтарусене кунне 2-3 хут 10-20-шер хут тусан кăна витĕм пулать.

Pages