ИККĔМĔШ ЯНАХА ÇӲХЕТЕТПĔР
Иккĕмĕш янахран хăтăлмалли витĕмлĕ икĕ меслет пур. Чи кирли - вĕсене пурнăçлама ÿркенменни.
Хускану
Пит пиçĕлĕхĕшĕн анаслани питĕ лайăх. Тăтăшрах анасламалла, анчах çав вăхăтра пĕркеленчĕксем пуласран çамка ÿтне пÿрнесемпе тытса тăмалла.
Хăвăра хăвăр чĕлхе кăтартни усăллă. Ăна май килнĕ таран ытларах тăсмалла та 2-3 çеккунт тытса тăмалла, тутасене çулласа илмелле. 1-2-шер минутлăх тăхтавсемпе 5 хут тумалла.
Пĕрремĕшпе иккĕмĕш хăнăхтарусене кунне 2-3 хут 10-20-шер хут тусан кăна витĕм пулать.
1. Çăвара сывлăш тултарса пит çăмартисене мăкăртса кăлармалла. Çак сывлăш хăмпине çÿлти тута, аялти тута айнелле, сылтăм пит енчен сулахай пит патнелле «кустармалла».
2. Çăвара çăтă хупмалла, шăлсене çырта-çырта илмелле.
3. Чĕлхе вĕçĕпе перĕнсе хăвăрăн шăлсене шутласа тухăр. Çак мел янах ÿтне тытса тăракан хăш-пĕр мышцăна ĕçлеттерет.
4. Янахран йывăр япала çакса янă пек туйса ăна «çĕклеме» хăтланăр. Янаха майĕпен çÿлелле кăнтарăр, çав вăхăтрах пуçа хыçалалла ямалла, мăй мышцисене хытармалла. 5 хут тумалла.
5. Пысăк пÿрнесене янах айне хумалла, алăсен хирĕçлевне çĕнтерсе çăвара уçмалла.
6. Çурăма тÿрĕ, мăя хусатмасăр тытмалла. Янахпа сывлăшра «8» цифра ÿкермелле.
7. Пуç çине хулăн кĕнеке хурса 5 минут утмалла.
Маска, массаж
Мăй, кăкăр умĕн ÿчĕ çÿхе, ачаш, унра çу парĕ питĕ сахал. Çавăнпа ăна çуллă маскăсемпе пулăшмалла.
- Тăпăрчă маски. 4 апат кашăкĕ çуллă тăпăрча 2 апат кашăкĕ çăра сĕтпе /сливки/ сăтăрса хутăштармалла, 2 чĕптĕм тăвар, 2 апат кашăкĕ ăшă йĕтĕн çăвĕ хушса пăтратмалла. Пите, мăя, кăкăр умне сĕрсе 20 минут тытмалла.
- Сĕлĕ маски. 3 апат кашăкĕ тÿнĕ сĕлĕ хăрпăкне 6 стакан хăймапа хутăштармалла. Хăрпăк пирчесе çитсен ÿте сĕрмелле, 15-20 минут тытмалла. Тăпăрчă маски пекех эрнере пĕрре хумалла.
- Хăяр маски. Хăяра теркăпа хырмалла, 3 апат кашăкĕ хăймпа тата 1 чей кашăкĕ тип çупа хутăштармалла. 20-30 минут тытмалла. Эрнере 2-3 хут усă курма юрать.
- Контраст душĕ. Щит евĕрлĕ пар аптратмасть пулсан душ кĕнĕ чухне иккĕмĕш янаха 5-7 минут массаж тумалла. Мăйпа янаха черетпе ăшă тата сивĕ шывпа сирпĕтмелле. Процедурăна яланах шыва янахран хăлхасем патнелле сирпĕтсе вĕçлемелле. Массаж юн куçассине лайăхлатать, ÿт пиçĕлĕхне ÿстерет.
- Нÿрĕ компресс. Мăй çине пÿлĕм температуриллĕ шывра йĕпетнĕ пусма татăкне лайăх пăрса хумалла. 10 минутран илмелле те хăймапа вĕтĕ тăвар хутăшĕпе çемçен сăтăрмалла. Ÿте йĕтес шăммисенчен янах еннелле çемçен шăлса çуллă крем сĕрмелле. 15 минутран маскăна мамăкпа шăлса тасатмалла. Кĕске вăхăтлăха хура чейпе е çăка чечекĕн, е эмел курăкĕн чечекĕн шĕвекĕпе компресс хумалла. Нÿретекен крем сĕрмелле.
Комментари хушас