УЙРĂМАХ ТИМЛĔ ПУЛМАЛЛА

6 Пуш, 2014

1. Ан туртăр. Никотин юн пусăмĕ ÿснипе ахаль те йывăрлăха лекнĕ юн тымарĕсене аркатать. Çакна пула сывлăх хавшать, инфарктпа инсульт хăрушлăхĕ ÿсет. Сиенлĕ йăларан вăхăтра хăтăлни чирсенчен хÿтĕленме пулăшĕ.

2. Холестерин шайне тĕрĕслесех тăрăр. Артери гипертонийĕпе сиенлĕ холестерин ытлашши пулнипе аталанакан атеросклероз тачă çыхăннă. «Япăх» çусем юн тымарĕсен шал енне ларса тулаççĕ, юна хытарса чăмаккалантараççĕ. Çак тăхасем юна йĕркеллĕ куçма чăрмантараççĕ. Органсем - чĕре, пуç мими, урасем - кислородсăр касăхма тытăнаççĕ. Пĕр-пĕр самантра апатлану ытла та чакса каять е ытла та пысăк тăха татăлса органа хупласа хурать, вăл вара вилет. Гипертонипе чирлĕ пулсан ку тата хăвăртрах пулса пырать, унăн витĕмĕ те йывăртарах. Çавăнпа 40-рен иртсен çулталăкра пĕрре холестерин шайне палăртма юн анализĕ памалла, калориллĕ çуллă апатсем çимелле мар.

3. Йăх туртăмĕ пирки ан манăр. Çывăх тăвансем гипертонипе аптранă е аптраççĕ пулсан çак чир сирĕн те пуçланас хăрушлăх темиçе хут ÿсет. Лару-тăрăва сигарет туртни, ытлашши виçе, сахал хускални уйрăмах çивĕчлетеççĕ.

4. Кĕлетке виçипе тимлĕ пулăр. Ытлашши килограмсем пурри чĕрепе юн тымарĕсемшĕн йывăр. Çавăнпа юн пусăмĕ кăшт хăпарсан та начарланма тăрăшмалла.

5. Миçе çултине те асрах тытмалла. Хĕрарăмсем чĕре чирĕсемпе арçынсенчен сахалрах аптранине палăртаççĕ. Пĕр енчен ку çапла-ха. Вĕсене хĕрарăмсен гормонĕсем - эстрогенсем - хÿтĕлеççĕ. Анчах 45 çултан иртсен вĕсен виçи чакма пуçлать, менотăхтав тĕлне сахаллансах çитет, юн тымарĕсене пулăшайми пулать. Çавăнпа аслă ÿсĕмри хĕрарăмсем те чĕре чирĕсемпе час-часах нушаланаççĕ. Тата вĕсен чĕре чирĕсем хăвăртрах та аталанаççĕ, йывăртарах иртеççĕ. 60-65 çултисен юн пусăмне тата тăтăшрах тĕрĕслесе тăмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.