Комментари хушас

Чĕре тăрук сикме пуçларĕ-и? Сăлтавне палăртма тăрăшмалла.

  • Кофе е çăра чей, пепси-кола, кока-кола яланхинчен ытларах ĕçрĕр. Чĕре сикнин сăлтавĕ çак шĕвексенчи кофеин пулма пултарать. 20-39 тумлам корвалол е валокордин ĕçмелле, малашне кофепе, çăра чейпе е кока-колăпа, пепси-колăпа иртĕхмелле мар.
  • Стресс тÿссе ирттерме тиврĕ е халĕ те ун ытамĕнче пурăнатăр, мĕн те пулин канăçсăрлантарать, пăшăрхантарать.
  • Паян сигарет яланхинчен ытларах туртрăр. Сăлтавĕ - никотинăн пысăк виçи. Вăл час-часах чĕре таппине хăвăртлатать /тахикарди/ е улăштарать /аритми/. Сиенлĕ йăларан хăвăртрах хăтăлсан лайăх.
  • Нумай пулмасть начарланса кайрăр. Хăш чухне ал-ура чĕтреме пуçларĕ, нервсем лăпкă мар. Тен, чĕре сикнин палли - тиреотоксикоз /щит евĕрлĕ пар ĕçĕ ытла хастар/. Тухтăр патне каймалла, сывлăха тĕрĕслеттермелле.
  • Çак самантра мĕнле те пулин эмелсем ĕçетĕр. Хăш-пĕр эмелĕн япăх витĕмĕ çапла палăрма пултарать. Инструкцие тимлĕрех вулăр. Енчен те унта çак эмеле ĕçсен тахикарди е аритми пуçланма пултарасси пирки асăрхаттарнă тăк тухтăрпа препарата урăххипе улăштарасси пирки канашлăр.
  • Юлашки вăхăтра сывлăш пÿлĕнме пуçланине, вăй пĕтнине, хăвăрт ывăннине туятăр-и? Тен, чĕре сикнин сăлтавĕ - аритми. Тухтăр патне каймалла, юн анализĕ памалла.
  • Чĕре ыратни, сывлăш çитменни канăçсăрлантарать. Хăвăртрах тухтăр патне кайăр! ЭКГ тумалла.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.