Комментари хушас

30 Кăрлач, 2014

ХĂЛХА ЯПĂХРАХ ИЛТЕТ...

Çитмĕлтен иртнĕ çынсенчен чылайăшĕн хăлха япăхрах илтме пуçлать. Ку сисĕнмесĕр аталанать, ытларах чухне юн тымарĕсен тытăмĕ хавшаса пынипе çыхăннă. Хăш чухне çакăнпа пĕрлех хăлха шавлать, хускану шайлашулăхĕ пăсăлать. Харпăр хăйне мĕнле пулăшмалла-ха?

Тухтăр патне

Хăлха хытнин малтанхи паллисене асăрхасанах терапевт е отоларинголог пуç мимине юнпа тата усăллă япаласемпе тивĕçтерекен препаратсем çырса параççĕ. Чир хăвăрт аталанса пырсан стационара выртса сипленмелле.

Хăвăр тăрăшсан

Хăвăра хăвăр пулăшмалли мелсемпе те усă курмалла.

  •  Клеверăн 50 грамм чечекне 0,5 литр шурă эрехе ярса 14 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-5 хут апатчен 1-ер чей кашăкĕ 10-шар кунлăх тăхтавсемпе 3 уйăх ĕçмелле.
  •  Аирăн вĕтетнĕ 100 грамм тымарне 0,5 литр шурă эрехе ярса 10 кун лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 30 минутран 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле.
  •  100-шер грамм аир тымарĕпе пĕтнĕк /мята перечная/ çулçине тата 75 грамм палан йывăçĕн хуппине хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха термосри тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 8 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен çуршар стакан 1-2 уйăх, 10-15 кунлăх тăхтасем туса, ĕçмелле.
  •  Элеутерококăн е лимонникăн аптека настойкине кунне 2-3 хут апатчен çур сехет маларах е апат хыççăн 4 сехетрен 20-30-шар тумлам 25-30 кунлăх курссемпе ĕçмелле. Çывăрма выртас умĕн ĕçмелле мар, ыйхă вĕçме пултарать.

Сиплĕ тумламсем

  •  Стакана çурри таран тÿнĕ анис вăррине тултармалла, хĕрринченех шăлан çырли çăвĕ хушмалла. Тĕттĕм вырăнта 3 эрне лартмалла. Сăрăхтармалла. Шĕвеке кашни хăлхана кунне 2-3 хут 3-4-шар тумлам ямалла. Сиплев - 1 уйăх. 20 кунран тепĕр курс ирттерме юрать.
  •  Прополисăн 10 процентлă спирт шĕвекне тип çупа çурмалла хутăштармалла. Çак хутăшра пĕтĕрнĕ марля татăкĕсене йĕпетсе хăлха шăтăкĕсене чикмелле. Усă курас умĕн силлесе илмелле. Сиплев курсĕ - 15-20 кун.
  •  Стакана çурри таран уртăш /можжевельник/ çырли тултармалла, хĕрринченех шурă эрех ямалла. Тĕттĕм вырăнта 3 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Çĕрлене хирĕç кашни хăлхана кашни тумлам хыççăн 3-шер минут тăхтаса, 3-шер тумлам ямалла. Сиплев курсĕ - 2-3 эрне.
  •  Вĕтетнĕ 30 грамм лавр çулçине 1 стакан хĕвел çаврăнăш çăвне ямалла, 7 кунран сăрăхтармалла. Хăлхасене кунне 2-3 хут 3-шер тумлам ямалла, çак çупах хăлхана сехет йĕппи куçнă май тата хирĕçле 1-2 минут массаж тумалла - ку шавланине ирттерет, илтессине лайăхлатать. Кашни уйăх хыççăн 10-шар кунлăх тăхтавсем туса 1-3 уйăх сипленмелле.
  •  Аптека миндаль çăвне ăшăтса кашни хăлхана кунсерен 2-шер тумалам ямалла. Процедура хыççăн хăлхасене мамăкпа хупламалла. Çак меслет те хăлхари шавран хăтăлма, çивĕчрех илтме пулăшать. Пĕр эрне сипленнĕ хыççăн хăлхасене ăшă шывпа çумалла та процедурăна малалла тăсмалла.
  • 1 пай мумиăна 10 пай тип çăва ямалла. Ăшă шĕвеке хăлхасене кунне 2 хут 2-3-шер тумлам ямалла, çапла сипленнĕ вăхăтрах мумиă ĕçмелле. Çур стакан сĕтре тасатнă сĕлĕ пĕрчи пысăкăш мумиă ирĕлтермелле, çур чей кашăкĕ пыл хушмалла. Ирхи апат умĕн ĕçмелле, 2-3 эрне сипленмелле.
  •  Тÿнĕ ыхра шăлне 2-3 тумлам камфора çăвĕпе хутăштармалла. Унра йĕпетнĕ марля пĕтĕрчĕксене хăлха шăтăкĕсене чикмелле. Чĕпĕтме пуçласан кăлармалла. Процедурăна каçхине çывăрас умĕн тумалла.
  •  Хăлхасене кунне 2-3 хут пĕçернĕ кăшман сĕткенне 3-4-шар тумлам ямалла. Сиплев курсĕ - 3-4 эрне.
  •  Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах аир тымарĕн чĕрĕ сĕткенне 10-шар тумлам 20-30 кун ĕçмелле. 15-20 кун тăхтанă хыççăн тепĕр сиплев курсĕ ирттермелле.

Ларса е выртса

Процедурăна ларса е выртса пурнăçламалла. Шĕвеке пÿлĕм температури таран ăшăтмалла та пипеткăпа сăрăхтарса илмелле. Пуçа хăлхана çÿлелле кăнтарса пĕкмелле. Икĕ пÿрнепе хăлха çунаттин çÿлти пайне асăрханса хыçалалла туртмалла. Ку хăлха шăтăкне тÿрлетме пулăшĕ. Тепĕр алăпа хăлхана пипеткăри шĕвеке 2-3 тумлам тумлатмалла. Унтан хăлха шăтăкне мамăкпа хупламалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.