Сывлăх

6 Çу, 2015

Надежда Макеевăна яланах ырăпа палăртаççĕ

Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнче опытлă, анлă пĕлÿллĕ специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсем аслă ăрури çынсене сывлăха упрама пулăшас, паха сиплевпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшаççĕ. Ветерансем госпитальти медиксен ĕçĕпе кăмăллă.

6 Çу, 2015

ШЛАКРАН - КВАСПА БАЛЬЗАМ

Организма шлаксенчен тасатма шапа хупаххинчен /одуванчик/ питĕ паха бальзампа квас хатĕрлеме пулать.

Бальзам. Пĕрремĕшĕ: стакана çурри таран шапа хупаххин вĕтетнĕ çулçине тултармалла, хĕрринченех шурă эрех хушмалла. Пĕр эрне сивĕтмĕшре лартмалла. Иккĕмĕшĕ: шапа хупаххин 50 чĕрĕ чечекне 1 стакан пылпа хутăштарса пĕр эрне лартмалла. Виççĕмĕшĕ: 15-20 чĕрĕ тымарне çумалла, хĕвел çинче типшĕнтермелле, вĕтетмелле. 1 стакан шыва ярса 10-15 минут пĕçермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.

6 Çу, 2015

ВĂРМАН ПАРАНКИН УЛМИПЕ

Вăрман паранки /хохлатка полая/ апрель-май уйăхĕсенче чечеке ларать. Сиплевре ÿсен-тăранăн улмипе кăна усă кураççĕ, мĕншĕн тесен ытти пайĕ наркăмăшлă.

Улмине вăрман паранкин вăрри пулса çитсен /май-июнь/ пухса хатĕрлеççĕ. Ăна çÿхен вакласа уçă сывлăшра е лупас çинче типĕтмелле, хут хутаçа тултармалла. Сиплĕхне икĕ çула яхăн çухатмасть.

Препарачĕсем шыççа хирĕçле, юн кайнине чаракан, сурана ÿт илтерекен, тонуса çĕклекен, организма пĕтĕмĕшле çирĕплетекен витĕмпе палăрса тăраççĕ. Çавăн пекех хĕрарăмсен гормон шайне йĕркене кĕртме пултараççĕ.

6 Çу, 2015

ПИРĔН ТĂРĂХРА НУМАЙ

Шыçă курăкĕ /чистяк весенний, пшонка, салат заячий, чистник, курослепник/ пирĕн тăрăхра таçта та ÿсет. Сиплевре тымарĕпе тата çулçипе усă кураççĕ. Халăх медицининче унăн препарачĕсемпе геморройран, ÿт чирĕсенчен сипленеççĕ.

Кĕçĕ, геморрой вĕрĕлни.

Ÿсен-тăранăн типĕ çулçисемпе тымарĕсене вĕтетмелле. 1 чей кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Хупă савăтпа вĕрекен шыв мунчине 30 минута лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла.

6 Çу, 2015

КУÇ ЧИРĔСЕНЧЕН - КУÇ КУРĂКĔ

Куç улми çинче пăнчăсем пулсан, куç çивĕчлĕхĕ чаксан, глаукома аптратсан, куç, хупанкисем, куççуль хутаçĕ шыçсан куç курăкĕ /очанка лекарственная/ питĕ паха витĕм кÿрет.

Шĕвек хатĕрлеме 3-4 апат кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кашни куçа кунне 3 хут 3-4-шар тумлам ямалла. Юлнине сивĕтмĕше лартмалла, анчах виçĕ кунран ытла упрама юрамасть. Сиплев курсĕ - 14 кун. Шĕвекпе куç хупанкисем çине примочка хума юрать.

Çак шĕвекех кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - 7 кун.

Pages