Комментари хушас

6 Çу, 2015

Надежда Макеевăна яланах ырăпа палăртаççĕ

Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнче опытлă, анлă пĕлÿллĕ специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсем аслă ăрури çынсене сывлăха упрама пулăшас, паха сиплевпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшаççĕ. Ветерансем госпитальти медиксен ĕçĕпе кăмăллă. Çав шутра 2-мĕш терапи уйрăмĕн заведующине, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачне, аслă квалификаци категориллĕ тухтăра Надежда Макеевăна яланах ырăпа палăртаççĕ, чĕререн тав тăваççĕ. Надежда Тимофеевна медицинăри çĕнĕлĕхсене сăнасах тăрать, паха меслетсемпе сиплевре усă курать.

Сăнÿкерчĕке госпиталь сайтĕнчен илнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.