ШЛАКРАН - КВАСПА БАЛЬЗАМ
Организма шлаксенчен тасатма шапа хупаххинчен /одуванчик/ питĕ паха бальзампа квас хатĕрлеме пулать.
Бальзам. Пĕрремĕшĕ: стакана çурри таран шапа хупаххин вĕтетнĕ çулçине тултармалла, хĕрринченех шурă эрех хушмалла. Пĕр эрне сивĕтмĕшре лартмалла. Иккĕмĕшĕ: шапа хупаххин 50 чĕрĕ чечекне 1 стакан пылпа хутăштарса пĕр эрне лартмалла. Виççĕмĕшĕ: 15-20 чĕрĕ тымарне çумалла, хĕвел çинче типшĕнтермелле, вĕтетмелле. 1 стакан шыва ярса 10-15 минут пĕçермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.
Унтан çулçă, чечек, тымар эмелĕсене пĕрле хутăштармалла, çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Бальзам хатĕр.
Ăна кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - бальзам пĕтиччен.
Квас. Виçĕ литр банкине тăпăрчă шывĕ тултармалла, унта шапа хупаххин вакланă 1 стакан чĕрĕ тымарне марльăпа çыхса чăмтармалла, тĕпне анса лартăр тесе пĕрле мĕнле те пулин йывăр япала çыхмалла. 1 чей кашăкĕ хăйма тата 1 чей кашăкĕ сахăр хушмалла. Лайăх пăтратмалла. 14 кун лартмалла, çиеле пухăнакан кăпăкĕпе кăмăскине иле-иле пăрахмалла.
Хатĕр кваса сивĕтмĕшре упраççĕ. Кунне 2 хут апатчен 20 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1 уйăх.
Кашнинчех ĕçнĕ квас вырăнне банкăна çавăн чухлех шыв е тăпăрчă шывĕ тата кăштах сахăр хушмалла.