Юрий ЛИСТОПАД

7 Ака, 2015

Сире «Çĕнтерÿ çырăвĕ» кĕтет

Апрелĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа çĕршывĕпех çак ятпа ятарлă акци иртет. Çав кун тĕп хуламăрти аслă тата вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче Çĕнтерÿ сехетне йĕркелеççĕ, волонтерсен корпусĕн хастарĕсем студентсене вăрçă тематикиллĕ тата Çĕнтерĕвĕн сумлă юбилейне халалланă презентацисемпе паллаштарĕç.

3 Ака, 2015

Шăпа пÿрнĕ телей салтака «пăрахман»

Ăна чылай çул пĕлетĕп пулин те паянхи кун та хастарлăхĕнчен, канăçсăрлăхĕнчен, вашаватлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Тепри ун çулне çитсен - Николай Трофимов апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче 91 çул тултарать - тахçанах пурнăç илемне туйма пăрахмалла пек. Эпĕ каласа кăтартас çын вара - пачах урăхла: кашнинпех кăмăллă, тарават, ăшпиллĕ... Тен, çакă пĕтĕмпех хăй мĕн пĕчĕкрен терт-нушана çителĕклех астивнĕрен, тен, йăх-несĕлĕн ырăлăх вăрлăхĕ ытларах варăнса юлнăран...

27 Пуш, 2015

«Кризис тĕрĕслевĕнчен чыслăн тухăпăр...»

Чăваш Республикин финанс ведомствин ертÿçине Светлана Енилинăна ахальтен мар журналистсемшĕн «уçă министр» теççĕ. Светлана Александровна тăтăшах пичет тата электронлă кăларăмсен ĕçченĕсемпе тĕл пулать, республикăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарать, нимĕнле ыйтăва та хуравсăр хăвармасть. Министрăн хальхинче журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцин теми - иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕ тата 2015 çулти кризис «хĕсĕрленĕ» тапхăрта пурнăçламалли мерăсем. Чылай çивĕч ыйту республикăн финанс политикипе çыхăннă.

18 Пуш, 2015

Ĕçе пĕтĕмлетрĕç, йыша çĕнетрĕç

«Раççейшĕн» Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕ» общество юхăмĕн регион уйрăмĕ хăйĕн пĕлтĕрхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевĕсене тишкерчĕ, йыша çĕнетрĕ. Конференци ĕçне çĕр ытла экспертпа тата общество хастарĕпе пĕрле коммерциллĕ мар организацисен, политика партийĕсен регион уйрăмĕсен, тĕрлĕ пĕрлешÿсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

11 Пуш, 2015

Крейсер çинчи чăвашсем патĕнче

Йăлана çирĕп кĕнĕ йĕркепе Мурманскри чăвашсен "Чăвашсен хутлăхĕ" культура обществин членĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче кашни çулах Хĕрлĕ Ялавлă Çурçĕр флочĕн çар карапĕсем çинче хăнара пулаççĕ. Хальхинче вĕсене Нахимов орденĕллĕ мухтавлă "Петр Великий" крейсер экипажĕ хапăл тунă.

Pages