Сире «Çĕнтерÿ çырăвĕ» кĕтет
Апрелĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа çĕршывĕпех çак ятпа ятарлă акци иртет. Çав кун тĕп хуламăрти аслă тата вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче Çĕнтерÿ сехетне йĕркелеççĕ, волонтерсен корпусĕн хастарĕсем студентсене вăрçă тематикиллĕ тата Çĕнтерĕвĕн сумлă юбилейне халалланă презентацисемпе паллаштарĕç.
Унтан çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче паттăррăн çапăçнă аслă ăрури тăванĕсем патне «Çĕнтерÿ çырăвĕ» çырĕç. Виçкĕтеслĕ çырусенче паянхи авторсем килес ăрусен асĕнче хăйсем тăван кĕтесшĕн, республикăшăн, çĕршывшăн тата Аслă Çĕнтерĕвĕн манăçми сумлăхне хăварассипе мĕн тунипе тĕплĕн паллаштарĕç.
Çырăва А4 форматлă хут çине çырмалла, ят-хушамата, ăçта вĕреннине е ĕçленине палăртмалла, ăна кам ячĕпе çырнине кăтартмалла. Çырусене волонтерсем пухĕç, тишкерме-пĕтĕмлетме федерацири волонтерсен штабне çитерĕç.
Ю.ЛИСТОПАД.