Юрий ЛИСТОПАД

22 Раштав, 2014

Пĕтĕмпех - палăк валли

«Хыпар» хаçатăн кăçалхи ноябрĕн 18-мĕшĕнчи кăларăмĕнче «Чăваш Ене, Крыма тата Севастополе пулăшакан коммерцисĕр ĕçтешлĕхпе» Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕ Балаклава тата Севастополь хулисене ирĕке кăларнă чухне паттăрлăх кăтартса пуç хунă ентешсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса палăк лартма укçа-тенкĕпе пулăшма чĕнсе калани пичетленнĕччĕ. Герой-хулан Севастополĕн тăванла масарĕсенче Чăваш Енĕн 70 ытла çар çыннине - офицера, сержантпа салтака - тирпейлесе пытарнă, вĕсен ячĕсене «Астăвăм» кĕнекине кĕртнĕ.

22 Раштав, 2014

Китай Чăваш Енпе пĕрле ĕçлесшĕн

Чăваш Республикипе Китай Халăх Республики хушшинчи туслă çыхăну нумай енлĕ аталаннине хальтерех пирĕн тăрăха ют патшалăхран пысăк йышлă делегаци килни те аван çирĕплетет.

17 Раштав, 2014

Влаçа текех сехĕрлентермĕç

Чăваш Республикин вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тăракан ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн хальхи ларăвĕнче тăваттăмĕш кварталта влаç тытăмĕсенче федерацин Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Енри ÇÇХПИ управленийĕ, РФ финанспа бюджет надзорĕн республикăри территори управленийĕ, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ, федерацин патшалăх çул-йĕр надзорĕн транспорт сферинчи надзорĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ, Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕ ирттернĕ тĕрĕслевсене пĕтĕмлетрĕç.

16 Раштав, 2014

Сумлăрах та, пахарах та

Декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕ тинтерех çеç хатĕрлесе кăларнă «Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕн» презентацийĕ иртет, 15.00 сехетре пуçланать. Хаклава журналистика ветеранĕсем, хальхи вăхăтра хаçат-журнал редакцийĕсенче ĕçлекенсем, журналистика факультечĕн студенчĕсем, ăсчахсем, вулакансем хутшăнаççĕ.

Pages