Юрий ЛИСТОПАД

3 Пуш, 2015

Лауреатсен йышĕ ÿсрĕ

Кăçалччен Красноармейски районĕнчи Н.Янкас ячĕллĕ литература, искусство тата культура обществин премийĕпе çак тăрăхра çуралса ÿснисене тата районшăн тунă сумлă ĕçĕсемпе палăрнисене кăна чысланă пулсан, халĕ çак хисеплĕ ята республикăри кирек хăш тăрăхри çын та тивĕçме пултарать. Паллах, район аталанăвĕшĕн витĕмлĕ тÿпе хывсан.

13 Нарăс, 2015

«...Тивĕçе эпир чыслăн пурнăçланă»

Тахçан вуланă «Кашни вăхăтăн-тапхăрăн хăйĕн паттăрĕсем, кăмăл-сипечĕ пур» ăслай ялан аса килет. Вăл çаплах пулĕ-ха, анчах тăнăç çĕр çинче, янкăр кăвак тÿпере сарă хĕвел ярăннă вăхăтра Раççей чиккисенче е хĕрÿ ытти вырăнта 19-22 çулти çамрăксем кăра та шелсĕр тăшманпа çапăçса пуç хунине, кирек мĕн калăр та, ăспа хакласа чунпа йышăнма питĕ йывăр. Тăшманĕ - пĕтĕм тĕнчери террор ушкăнĕсемпе укçашăн пуç касма хатĕр, тăванне шеллемен Афганистан душманĕсем, Пакистан моджахечĕсем...

4 Нарăс, 2015

Пичет хатĕрĕсене - патшалăх пулăшăвĕ

«Халăх фрончĕ» /«ХФ»/ Федерацин пичет тата массăллă коммуникацисен агентствипе пĕрле регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен субсиди илме пулăшу кÿрес тĕллевпе вебинар ирттернĕ. «ХФ» пуçарăвĕпе журналистсем илме пултаракан субсиди калăпăшĕ пĕчĕк мар: 400 млн тенке яхăн. Ытларах пайĕ «Раççей почти» хăйĕн тарифĕсене хăвăрт ÿстернипе пулнă тăкаксене саплаштарма кайĕ.

30 Кăрлач, 2015

Космонавтсен аллинчен - Диплом

Космос техникин тĕп конструкторне Сергей Королева халалласа Калугăра Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен ăслăлăх ĕçĕсен вулавĕ иртнĕ.

Çĕршывăмăрăн 22 регионĕнчен 270 вĕренекенпе вĕсен ăслăлăх ертÿçисем хутшăннă. Хăнасен йышĕнче Юрий Гагарин ячĕллĕ космонавтсен хатĕрленÿ центрĕн пуçлăхĕ Юрий Лончаков, Сергей Рязанский тата ытти космонавт пулнă. Вулава хутшăннисем лекцисем итленĕ, ăсталăх класĕсенче хăйсем валли усăллине чылай илнĕ, К.Циолковский ячĕллĕ Космонавтика историйĕн музейĕпе паллашнă.

Pages