Космонавтсен аллинчен - Диплом

30 Кăрлач, 2015

Космос техникин тĕп конструкторне Сергей Королева халалласа Калугăра Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен ăслăлăх ĕçĕсен вулавĕ иртнĕ.

Çĕршывăмăрăн 22 регионĕнчен 270 вĕренекенпе вĕсен ăслăлăх ертÿçисем хутшăннă. Хăнасен йышĕнче Юрий Гагарин ячĕллĕ космонавтсен хатĕрленÿ центрĕн пуçлăхĕ Юрий Лончаков, Сергей Рязанский тата ытти космонавт пулнă. Вулава хутшăннисем лекцисем итленĕ, ăсталăх класĕсенче хăйсем валли усăллине чылай илнĕ, К.Циолковский ячĕллĕ Космонавтика историйĕн музейĕпе паллашнă.

Вулавăн пĕтĕмлетĕвĕнче чи лайăх проектсен авторĕсене чысланă. Калуга хулинчи 2 тата Чăваш Енри 1 вĕренекен "Байконур" космодрома çитсе курма путевка çĕнсе илнĕ. Çак чыса Çĕмĕрле хулинчи саккăрмĕш гимназире вĕренекен Валерия Суркова тивĕçнĕ. Эксперт комиссийĕ унăн "Космоснимок на уроках географии: нестандартные задания" дидактика пуххине пысăк хак панă. Сăмах май, ку - гимнази ачисен пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар. Иртнĕ çул та вĕсемшĕн ăнăçлă пулнă - унти Дмитрий Ильин "Артекра" иртнĕ космос форумĕнче çĕнтерсе "Байконур" космодрома çитсе курнă.

Ю.ЛИСТОПАД