Комментари хушас

3 Нарăс, 2015

Варкăш илсе килнĕ вăй-хăват кÿрекен документ

Петр Алексеев, Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул директорĕн заместителĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче пире малалла утма чăрмантаракан, хăвата чакаракан социаллă чирсенчен хăтăлмалли çул-йĕре пайăррăн палăртни пурин кăмăлне те кайрĕ-тĕр. Вăл малашлăх стратегийĕ тесен те йăнăш мар. Тухса каланин витĕмĕ те хавхалантарчĕ: шанчăклăх, çирĕплĕх, малашлăх палăрчĕ. Ку - пĕтĕмĕшле. Уйрăммăн илес пулсан регион ертÿçин кашни ыйтăвăн хуравĕ пурри савăнтарчĕ. Апла-тăк республика халăхĕн пурнăç пахалăхĕ ÿсĕ, пирĕн общество пуянрах, ирĕклĕрех, ырăрах, илĕртÿллĕрех пулĕ, лайăх пĕлÿ илме пулăшĕ. Пирĕн шкулти пур учитель те - аслă пĕлÿллĕ. Ятарлă пĕлÿ илнĕ çыннăн тавракурăмĕ те пысăк-çке. Ку вара çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани, тарăн пĕлÿ парас ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хальлĕхе тепри аслă шкул пĕтерсен те хăйне тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупаймасть. Çакă ялта уйрăмах палăрать. Кунта ĕçсĕррисен шучĕ пĕчĕк мар. Çавăнпа та вăл республика ертÿçисен кун йĕркинчех пулмалла.

Николай Муллин, Красноармейски районĕн прокурорĕ:

- Питĕ вырăнлă, кирлĕ, вăхăтлă тата пурнăçа питĕ тĕл лектернĕ - çапла хаклатăп Çырăва. Республикăри политикăпа общество пурнăçне, промышленноçпа ялхуçалăхне, ытти сферăна çĕнĕ варкăш илсе кĕрекен документ тейĕттĕм ăна.

Хамăн ĕç-хĕлпе çыхăннă темиçе ыйтăва хускатасшăн. Чăннипех мĕншĕн-ха пирĕн хысна пÿлмине чухăнлатакан коррупцие малашне те чăтмалла? Унăн тарăна кайнă тымарне хăртма тахçанах вăхăт. Ырă пуçару, анчах вăл тапхăр-тапхăр иртекен пулăм пек ан пултăр. Çыннăн ĕç прависене пăснă, шалу тÿлессине сăлтавсăр тăсса пынă çĕрте коррупци уйрăмах палăрать. Шел те, бизнес та çылăхсăр мар. Çавăнпа та укçа-тенке унталла та кунталла сапалакан, анчах ĕç укçи тÿлеме пултарайман ертÿçĕсене ăнланма питĕ йывăр. Тĕрĕссипе, ăнланма та кирлĕ мар: пултараймастăн - пуканна пушат.

Правине пăснă, шалу илеймен çын хÿтлĕх ăçта шырать тетĕр? Паллах, прокуратурăна çитет, суда тавăç тăратать. Çавăнпа та ертÿçĕсемпе пуçлăхсен ĕç çыннин социаллă ыйтăвне туйни, ăна татса пама тăрăшни тата пултарни кирлĕ. Халĕ эрех-сăра кульчĕ пулса тăчĕ. Çакна асăрхамасăр хăвараймăн. Уйрăмах ялсенче çавăн пеккисем йышлăланчĕç, çак сăлтава пула вилекенсен хисепĕ пысăк, преступленисен шучĕ нумайланчĕ. Ку та - çивĕч ыйту. Ăна татса памаллах.

Иван Павлов, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн педагогика кафедрин заведующийĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор:

- Михаил Васильевичăн сăмахĕнче чăнлăх, тĕрĕслĕх нумай. Вăл пурнăçăн, промышленноçăн, ытти сферăн чылай енне анлă çутатать. Докладпа тĕплĕн паллашсассăн паянхи пурнăçăн çĕнĕ концепцийĕсене хатĕрлеме хистенине туятăн. Сăмахран, Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика экономикине çĕнетме сĕнекен темиçе вектора илер. Палăртни чăннипех пурнăçлансан республика чылай енĕпе аван аталаннă, ÿсĕмлĕ регионсен шутне кĕрĕ. Апла-тăк - малашлăх пур.

Станислав НИКОЛАЕВ, республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ:

- Эпĕ те граждан обществи çине тимлĕх ытларах уйăрмаллине палăртнă пулăттăм. Хăйтытăмлăх органĕсен ĕç шайĕ хальлĕхе «5» палла тивĕçтермест, анчах вăл майĕпен ÿссех, пĕлтерĕшленсех пырать. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕçĕнчи çитменлĕхсемпе кăлтăксене тĕрĕс асăрхаттарать. Пирĕн ĕç-хĕлĕн анлăшĕ пысăк, тивĕçĕ те сахал мар. Патшалăх политики ăна паян татах пысăклатасшăн. Çав вăхăтрах «право» текен ăнлав хĕсĕкреххĕн курăнать.

Ĕçтешсем - район администрацийĕсен пуçлăхĕсем - палăртнă тăрăх, коррупци тымарне темшĕн-çке ытларах пирĕн шайра шырама пуçлаççĕ. Паян ку тытăмра тăрăшакан кашни ертÿçĕ чун тасалăхĕпе, тăрăшулăхпа çăмăл мар лава тапса туртнипе палăрать, тĕрлĕ ыйтăвăн хуравне халăхпа канашласа тупать. Шел те, çак чыса варалакан, ытти çĕрти пекех, пирĕн йышра та тупăнать. Хальтерех кăна, акă, суд йышăнăвĕпе пĕр района ертсе пынă пуçлăха чылай вăхăта ирĕклĕх прависĕр хăварчĕç. Яваплăха туйманнисене, патшалăх хыснине хăйĕн кĕсйипе пăтраштаракансене малашне те çапла шăпа кĕтĕ. Сăмаха çапла пĕтĕмлетнĕ пулăттăм: республика ертÿçин сăмахĕ - кашни пуçлăхшăн, кашни çыншăн хамăр мĕн тунине виçсе хакламалли программа вырăннех.

Алина ЕРМАНОВА, Шупашкар районĕн тĕп больницин аслă квалификаци категориллĕ врач-терапевчĕ:

- Михаил Игнатьев Пуçлăх çитĕнекен кашни ăрăвăн пур енĕпе те - кăмăл-сипетпе, ÿт-пÿпе - сывă пулмалли пирки каларĕ. Этем ресурсĕсĕр пуçне пирĕн урăх нимĕнле пуянлăх та çуккине уйрăммăн палăртрĕ. Ыйту çивĕчлĕхĕ хĕсмете тăма хатĕрленекен каччăсем ятарлă комиссие килсен çийĕнчех сисĕнет: вĕсенчен чылайăшне çĕршыва хÿтĕлессин сăваплă тивĕçĕнчен хăтарма тивет. Сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшĕпе хакне ăнланни кăна çăлаять-тĕр кун пек чухне. Республика ертÿçисен спорта аталантармалли политикине çавăнпах пархатарлă утăмсенчен пĕри пек хаклатăп.

Этемлĕхе сăтăр кÿрекен сиенлĕ йăласене вилĕм çавипе кăна танлаштарма пулать. Тĕп хулара çеç мар, районсенче те йышлă уçăлнă физкультура комплексĕсемпе стадионсем, спорт клубĕсем нихçанхинчен те вырăнлă пулса тухрĕç. Спортпа туслашакансем наркомани, эрех-сăра тата пирус витĕмне çывăха ямаççĕ. Эппин, спортри çирĕплĕхре пиçĕхнĕ салтаксем çар ретĕнче тăнă чухне тăнăçлăхпа пуласлăхăмăршăн пăшăрханмăпăр.

Алина ИСАКОВА, Шупашкар хулинчи ача садĕнчи воспитательница:

- Çырăва тĕплĕ шухăшласа хатĕрленĕ, тĕллевсем питĕ лайăх, уçăмлă, малашлăхлă. Михаил Игнатьев Чăваш Еншĕн чунне пама хатĕрри аван курăнать. Вăл тăрăшать, апла пулсан пирĕн те, кашнин, пĕтĕм вăй-халпа тăрăшмалла, ăна пулăшмалла.

Юрий ЛИСТОПАД калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.