Юрий ЛИСТОПАД

24 Утă, 2015

Вăрмарсен - çĕнĕ ертÿçĕ

Вăрмар районĕн депутачĕсен Пухăвĕн 49-мĕш ларăвĕн кун йĕркине ытти 7 ыйтупа пĕрлех «Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхне суйлама ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕ çинчен» ыйтăва та кĕртнĕ. Ăна сÿтсе явма тата йышăнма вице-премьер - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, унăн пĕрремĕш заместителĕ - шалти политика управленийĕн начальникĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова /конкурс комиссийĕн председателĕ/, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Елена Николаевăпа Дмитрий Евсеев хутшăннă.

21 Утă, 2015

Çитменлĕхсене хăйсенех пĕтерме тивет

"Раççейшĕн" Халăх фрончĕ" общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн эксперчĕсем федерацин çынсене кивĕ, юхăннă çуртсенчен çĕннине куçармалли программине мĕнле пурнăçланине сăнасах тăраççĕ. Патшалăх пуçлăхĕн май уйăхĕнчи указĕсене тата хушăвĕсене регионсенче пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесси тата коррупципе кĕрешесси - "ХФ"-ĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри-çке. Çулталăк каялла общество юхăмĕн хастарĕсем Элĕк салинче çĕнĕ хваттерлĕ çуртсем мĕнле çĕкленнипе, вĕсен пахалăхĕпе кăсăкланнă. Ун чухне вĕсем Чапаев урамĕнчи çуртсенче нумай кăлтăкпа çитменлĕх тупса палăртнă.

21 Утă, 2015

Кунта хастар, пуçаруллă халăх пурăнать

Тÿрех калам: иртнĕ шăматкун Вăрнар тăрăхĕнче пулса кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕ паллашнă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăй кăмăллă юлнине пытармарĕ.

20 Утă, 2015

Кунта хастар, пуçаруллă халăх пурăнать

Тÿрех калам: иртнĕ шăматкун Вăрнар тăрăхĕнче пулса кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕ паллашнă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăй кăмăллă юлнине пытармарĕ.

Pages