Çитменлĕхсене хăйсенех пĕтерме тивет
21 Jul, 2015

"Раççейшĕн" Халăх фрончĕ" общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн эксперчĕсем федерацин çынсене кивĕ, юхăннă çуртсенчен çĕннине куçармалли программине мĕнле пурнăçланине сăнасах тăраççĕ. Патшалăх пуçлăхĕн май уйăхĕнчи указĕсене тата хушăвĕсене регионсенче пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесси тата коррупципе кĕрешесси - "ХФ"-ĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри-çке. Çулталăк каялла общество юхăмĕн хастарĕсем Элĕк салинче çĕнĕ хваттерлĕ çуртсем мĕнле çĕкленнипе, вĕсен пахалăхĕпе кăсăкланнă. Ун чухне вĕсем Чапаев урамĕнчи çуртсенче нумай кăлтăкпа çитменлĕх тупса палăртнă. Сăмахран, çуртсен çивиттийĕсенчи шăтăк-çурăка строительсем монтаж кăпăкĕпе кăна сапланă. Çурта йышăнни çинчен калакан документсене алă пуссанах подрядчик тарса çухалнă. Ăна право хуралĕн тата прокуратура ĕçченĕсен шырама тивнĕ. Тĕрĕслев вĕçленсенех экспертсем район администрацийĕ ячĕпе унăн пĕтĕмлетĕвне хăварнă, çитменлĕхсене пĕтерме сĕннĕ.

"Фронтовиксем" хальхи тĕрĕслевпе, вырăнти влаç вĕсен асăрхаттарăвĕсене шута илнипе кăмăллă юлнă. Акă, тĕслĕхрен, Колхоз урамĕнчи çĕнĕ çурт çав çитменлĕхсенчен "хăтăлнă". Çакна малтанах асăрхаса, сăнаса тăмалла пулнă та...

Çапах та строительство технологине пăхăнмасăр çĕкленĕ çуртсенче тата вĕсен картишĕсенчи асфальта тĕрĕс хуманран юр-çумăр шывĕ çуртсен никĕсĕ патне юхать, стенасене нÿрлĕлетет. Çавăн пекех пластик чÿречесене те тĕрĕс мар вырнаçтарнă иккен, сывлăш çаврăмĕ çуккипе чÿречесемпе стена çинче нÿрĕк пухăнать. Ку та - строительсен явапсăрлăхĕ. Халĕ çак çитменлĕхсене хăйсен вăйĕпе пĕтерме тивĕ.

Ю.ЛИСТОПАД.

Элĕк районĕ

Ю.ЛИСТОПАД