Юрий ЛИСТОПАД

30 Авăн, 2015

Шупашкар хулин пуçлăхĕ - Леонид Черкесов

Шупашкар хулин улттăмĕш суйлаври депутатсен Пухăвĕн пĕрремĕш ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту, паллах, Шупашкар хулин пуçлăхне - хула депутачĕсен Пухăвĕн председательне суйласси пулчĕ. Депутатсем ăна вăрттăн сасăласа палăртрĕç.

29 Авăн, 2015

Куçа-куçăн: йывăр ыйтусемпе уçăмлă хуравсем

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсем çуллахи кану хыççăн хăйсен ĕçне пысăк хастарлăхпа тытăнчĕç. Паян, акă, черетлĕ 32-мĕш сессийĕ уçăлать. Унăн кун йĕркине хальлĕхе 29 ыйту кĕртнĕ. Кашниех - республика пуласлăхĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, унăн аталанăвĕпе çыхăннăскерсем.

29 Авăн, 2015

Парăм çивĕчлĕхĕ пурнăç хăтлăхне ан хавшаттăр!

Ку ыйтăва унччен те тĕрлĕ шайра темиçе хут сÿтсе явнă. Чăваш Республикин Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин, Чăваш Енĕн патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн, «Шупашкар межрегионгаз Газпром» уçă обществăн, çавăн пекех ытти ведомствăн специалисчĕсем ушкăнланса районсене, хуласене тухса кайнă, йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕре вырăнти пуçлăхсемпе пĕрле шыранă.

26 Авăн, 2015

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне иккĕмĕш хут йышăнчĕ

Сентябрь уйăхĕн икĕ кунĕ - 13-мĕшĕпе 19-мĕшĕ - тăван республикăмăршăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ пулăмпа асра юлĕ. Малтанхинче республика ертÿлĕхĕн, вырăнти влаç тытăмĕн тата хула, район, ял тăрăхĕсен депутачĕсен çĕнĕ йышне палăртрăмăр.

Pages