Шупашкар хулин пуçлăхĕ - Леонид Черкесов

30 Авăн, 2015

Шупашкар хулин улттăмĕш суйлаври депутатсен Пухăвĕн пĕрремĕш ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту, паллах, Шупашкар хулин пуçлăхне - хула депутачĕсен Пухăвĕн председательне суйласси пулчĕ. Депутатсем ăна вăрттăн сасăласа палăртрĕç. Шутлав комиссийĕ бюллетеньсене тĕплĕ шутланă-тишкернĕ хыççăн хула пуçлăхĕн мандатне Леонид Черкесов тивĕçнине пĕлтерчĕ. Леонид Ильич пиллĕкмĕш суйлаври депутатсен Пухăвне те ăнăçлă ертсе пынăччĕ. Çĕнĕ йышри 38 депутатран 35-шĕ уншăн пулнине çирĕплетнĕ.

Леонид Черкесов хула депутачĕсене тата пĕр партире тăракансене хăйне çак йывăр та пархатарлă тивĕçе тепĕр хут пурнăçлама шаннăшăн чĕререн тав турĕ, республика тата хула ертÿлĕхĕпе пĕрле Шупашкар татах аталантăр, илемлентĕр, çĕклентĕр тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума хатĕррине пĕлтерчĕ. Вăл çавăн пекех хула администрацийĕн пуçлăхĕнче вăй хунă Алексей Ладыкова, администраци тытăмĕнчи ĕçтешĕсене хастар, пуçаруллă ĕçшĕн тав турĕ: «Эпир пилĕк çул пĕрле, пĕр тĕллевпе тухăçлă тăрăшрăмăр. Тепĕр чухне пĕртте çăмăл килмерĕ пире, анчах хамăр мĕн шухăшланине пурнăçа кĕртме пултартăмăр...»

Леонид Черкесов Шупашкар хула пуçлăхĕн должноçне йышăннине халалласа ирттернĕ савăнăçлă пухăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн тата хула Пухăвĕн депутачĕсем, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, хулари пысăк предприятисен директорĕсем, социаллă сферăн ĕçченĕсем, тĕп хулан хисеплĕ гражданинĕсем, тĕрлĕ парти тата общество представителĕсем хутшăнчĕç. Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков хула депутачĕсемпе хула çыннисене, республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева уйрăммăн пурнăçри хастар позицишĕн тата пĕрлехи усăллă ĕçшĕн тав турĕç.

Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче сентябрĕн 13-мĕшĕнчи суйлав ытти çулхисенчен чылай çÿллĕрех шайра, таса тупăшура, уççăн иртнине палăртрĕ, суйлавçăсене малашлăхшăн, аталанушăн сасă панăшăн тав турĕ, умра тата та йывăртарах, çав вăхăтрах питĕ пархатарлă ĕç кĕтни çинчен каларĕ: «Чăваш Енĕн, Шупашкар хулин аталанăвне кашниех хăйĕн тÿпине хывсан вĕсем илемлĕрех, хăтлăрах пулĕç, кашнин чунĕнче пурăнас, ĕçлес, йăха малалла тăсас туйăм хăпартлантарса тăрĕ. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçни, çамрăк ăрăва шкулсенче, шкул умĕнхи учрежденисенче тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерсен, çĕнĕ çуртсем çĕклесен, кивĕреххисене тĕпрен юсасан, коммуналлă хуçалăхпа транспорт инфраструктурине хăтлăлатса тăрсан - çапла пулĕ те. Пысăк, анлă пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пĕрле, пĕрлехи вăй-хăватпа пурнăçа кĕртме хатĕр пулар...»

Республика Ертÿçи çитес çул та историре суйлавсемпе палăрса юлассине аса илтерчĕ: «2016 çулта эпир РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн çĕнĕ йышне палăртăпăр. Политика кĕрешĕвне «тухма» халех 14 парти хатĕр. Хамăр тивĕçе чыслăн пурнăçланипе, пуçаруллă ĕçпе кăна халăх шанăçне çĕнсе илме пулĕ», - терĕ вăл.

Юрий ЛИСТОПАД

Рубрика: