Пирĕннисен - çĕнĕ должноçсем

2 Юпа, 2015

Николай Федоров

Мускавран килнĕ хыпара вулакана пĕлтериччен унчченхи пĕр пулăма аса илер-ха: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 19-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн канашçипе, чылай çул Чăваш Ен ертÿçи пулнă Николай Федоровпа тĕлпулу ирттерчĕ. Çавăн чухне Михаил Васильевич вăл тытса пынă аталану çул-йĕрне малалла тăсасси, обществăпа политика тăнăçлăхне, социаллă пурнăçпа экономика хăватне, çынсен пурнăç шайне ÿстерсе пыма шантарчĕ. «Лайăх кăтартусем пур, анчах ĕçлемелли те чылай. Пурнăç пахалăхĕ ÿсет, унпа пĕрлех халăхăн ыйтаслăхĕ те ÿсет», - палăртрĕ вăл.

Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев Николай Федорова Чăваш Енĕн Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнчи представителĕ пулма сĕнчĕ. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Н.Федоров сенатор тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнни çинчен калакан Хушăва алă пусрĕ. Халĕ, акă, Мускавран хыпар çитрĕ: сентябрĕн 30-мĕшĕнче Николай Федоров сенатора Федераци Канашĕн 378-мĕш ларăвĕнче Канаш Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ пулма çирĕплетнĕ.

 

Сергей Гапликов

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Коми Республикин Пуçлăхĕн Вячеслав Гайзерăн полномочийĕсене вăхăт çитичченех пăрахăçласси çинчен калакан Указа алă пусса сентябрĕн 30-мĕшĕнчи Указпа Коми Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма Сергей Гапликова сĕнчĕ.

Сергей Анатольевича Чăваш Ен çынни тесех калама юрать. Вăл пач урăх вырăнта çуралса ÿснĕ пулин те унăн ĕç биографийĕ пирĕн республикăпа питĕ тачă çыхăннă: 2004-2010 çулсенче, хăйне Раççей Федерацийĕн Правительствин Аппарачĕн ертÿçин заместительне çирĕплетиччен, Чăваш Енĕн Министрсен Кабинетне ертсе пынă. Каярахпа, 2011 çулхи январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕччен, Сочире иртекен Олимп вăййисен обћекчĕсене çĕклекен «Олимпстрой» патшалăх корпорацийĕн президентĕнче тăрăшнă.

Владимир Путин Сергей Гапликова йышăннă тĕлпулура Коми Республики çутçанталăк ресурсĕсемпе питĕ пуян пулнине, вăл ăнăçлă аталанса пынине палăртнă. «Анчах татса паман ыйту та сахал мар. Эсир вĕсене лайăх пĕлетĕр. Хăвăра асăннă регион Пуçлăхне çирĕплетессине мĕнле хаклатăр?» - ыйтрĕ Владимир Владимирович /Телевиденипе кăтартнă хыпартан. - Авт./.

- Эпĕ Коми Республики умĕнчи йывăр ыйтусене татса пама хамран мĕн килнине тума хатĕр. Вăл шутра халăхăн социаллă пурнăç условийĕсене лайăхлатма, экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче çирĕп йĕрке тума тăрăшăп, - хуравларĕ Сергей Анатольевич.

Владимир Путин Сергей Гапликов çĕнĕ ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăвасса, пуян опычĕпе туллин усă курасса шаннине пĕлтерчĕ, ăнăçу сунчĕ.

 

Михаил Ноздряков

Чăваш Республикин тепĕр элчине те - 2011 çулхи январĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çулхи февраль уйăхĕччен финанс министрĕн должноçне йышăннă Михаил Ноздрякова /шăпах Сергей Гапликов ертсе пынă Министрсен Кабинечĕн членĕ пулнă/ - пысăк ĕç шаннă: Севастополь хулин кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Меняйло хăйĕн Указĕпе Михаил Геннадьевича Севастополь хулин Финанс департаменчĕн директорĕн пĕрремĕш заместительне çирĕплетнĕ. ЧР Финанс министерствинчен кайнă хыççăн вăл Чăвашкредитпромбанк правленийĕн председателĕн канашçи пулса ĕçленĕ. Чăваш Енĕн экс-министрĕ М.Ноздряков хăйĕн çĕнĕ тивĕçне кăçалхи августăн 24-мĕшĕнчен пурнăçлама тытăннă.

Хыпарсене Ю.ЛИСТОПАД хатĕрленĕ.

Рубрика: