Вăрмарсен - çĕнĕ ертÿçĕ

24 Утă, 2015

Вăрмар районĕн депутачĕсен Пухăвĕн 49-мĕш ларăвĕн кун йĕркине ытти 7 ыйтупа пĕрлех «Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхне суйлама ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕ çинчен» ыйтăва та кĕртнĕ. Ăна сÿтсе явма тата йышăнма вице-премьер - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, унăн пĕрремĕш заместителĕ - шалти политика управленийĕн начальникĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова /конкурс комиссийĕн председателĕ/, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Елена Николаевăпа Дмитрий Евсеев хутшăннă.

Татьяна Васильевна пĕлтернĕ тăрăх - тупăшăва хутшăннисен докуменчĕсене тĕплĕ тишкернĕ тата кашнинпе уйрăммăн калаçнă хыççăн депутатсене район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма çирĕплетме Александр Тихонов кандидатурине сĕннĕ. Депутатсем сĕнÿпе килĕшнĕ, пурте пĕр саслăн уншăн сасăланă. Александр Ивановича контрактпа ĕçе йышăннă, вăл пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă.

 

Ю.ЛИСТОПАД

Рубрика: