Шаннă кайăк йăвара мар

22 Утă, 2015

Халĕ ирĕксĕрех çакна калама тивет: вырăнти хăйтытăмлăх органĕн хăшпĕр пуçлăхĕ хытă ÿт-тирленсех пырать ахăртне.

Мĕншĕн çак шухăш пуçăмра амаланнине тĕслĕхпе çирĕплетем. "Раççейшĕн" Халăх фрончĕн хастарĕсем Вăрнар поселокĕнчи нумай хваттерлĕ темиçе çуртлă микрорайон /халăхра ăна "СМП поселокĕ" теççĕ, вăрăмлатса каласан - "Строительствăпа монтаж пуйăсĕн" поселокĕ/ çыннисем пурнăç условийĕсем япăхлансах пыни çинчен пĕлтерсенех хыпара вырăна тухса тĕрĕсленĕ. Çырури фактсем пĕтĕмпех тĕрĕс иккен. Ун чухне тĕрĕслевçĕсем Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе кăлтăксемпе çитменлĕхсене хăвăртрах пĕтерме, çуртсенчи çемьесен ыйтăвĕсене вăраха ямасăр татса пама, çавăн çинчен çийĕнчех хуравлама сĕнсе пĕтĕмлетÿ-çыру хăварнă.

Палăртнă вăхăт иртнĕ - хурав çук. Тĕрĕссипе пулнă-ха вăл, анчах хальхинче те çав бараксенче пурăнакансенченех. Лав вырăнтан хускалманни пиркиех тепĕр хут пăшăрханса пĕлтернĕ чăтăмĕ пĕтнĕ çынсем. Халăх фрончĕн хастарĕсен пĕр ыйтупах тепĕр хут çула тухма тивнĕ. Мĕн курни-илтни вĕсен кăмăлне пăснă кăна: ара, лару-тăрăва лайăхлатас, çитменлĕхсене пĕтерес, çурт-йĕре хăтлăлатас, çул-йĕре юсас тĕлĕшпе тата ытти енĕпе нимĕн те туман-çке. Тытăнман та. Бараксем çавăн пекех çĕр çинелле тĕршĕннĕ-тайăлнă, пусăрăннă, вĕсем патĕнчи çулсемпе тракторпа е танкпа кăна иртме пулать, кил-тĕрĕшри хытă каяш çаплипех территорие нĕрсĕрлетсе вĕçет-сапаланать...

Ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх - асăннă çуртсем "Чулхула чукун çулĕ" организацин балансĕнче шутланнă. Хăй вăхăтĕнче çав çуртсенчи çынсенчен ытларахăшĕ çакăнта тăрăшнă. Паллах, ĕмĕтпе пурăннă: майĕпен çĕнĕ, хăтлă хваттер пулатех. Шел, ĕмĕт хăмпă пекех çурăлнă, çынсем çав бараксенчен тухайман. "Барак" сăмаха ăнлантарма кирлех мар пулĕ, вăхăтлăха тесе тунăскерсем кĕçех "яланлăх" ăнлава çаврăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн - çĕрĕшнĕ, юхăннă, татах хăтлăхсăрланнă... Юлашки вунă çул хушшинче асăннă "хуралтăсем" алăран-алла куçнă. Тăтăш улшăнакан хуçасем вĕсен докуменчĕсене çухатса пĕтернĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕ тĕлне вĕсем камăн харпăрлăхĕ пулни те паллă мар.

Малтанхи тĕрĕслев вăхăтĕнче общество организацийĕн чăваш регион уйрăмĕ çине тăнипе Вăрнар поселок администрацийĕ асăннă çуртсене муниципалитет харпăрлăхне йышăнма-куçарма, унти çынсене хăтлăхсăр çуртсенчен куçармалли программăна кĕртме шантарнă. Унпа пĕрле инфратытăма лайăхлатма, çуртсен хушшисене тасатма, çулсене хытарма, хытă каяша турттарса тухма сăмах панă.

Шаннă кайăк хăçан йăвара пулнă вăл? Хальхинче те поселок пуçлăхĕ хăйĕн сăмахне эрне иртсенех манса кайнă ахăр, шантару сăмахĕсем вăхăт тусанĕпе хупланнă. 2014 çулхи декабрь уйăхĕнчи иккĕмĕш тĕрĕслев вăхăтĕнче администраци хăй çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлама тытăнманни çиеле тухнă. Тăхăр çуртран пĕрне муниципалитет харпăрлăхне куçарма хăтланса пăхнине шута илмесен.

Халăх фрончĕн регион штабĕн 2014 çулхи декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнчи анлă ларăвĕнче, унта республикăри Строительство министерствин, ЧР патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн тата Вăрнар район администрацийĕн представителĕсем хутшăннă, СМП поселокĕнчи йывăр лару-тăруран мĕнле тухмаллине тĕплĕ тишкернĕ, çивĕч ыйтусене татса памалли /кашнин!/ вăхăтне уçăмлă палăртнă. Малтанхи вăхăта, асăрхăр: Вăрнар район администрацийĕ сĕннипе, 2015 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕ тесе йышăннă. Кăштахран район влаçĕн çыннисем плана улшăнусем кĕртнипе ăна çав уйăхăн 15-мĕшĕ тĕлне куçарнă. Каярахпа - кăçалхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕ, унтан - сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне. Çакăнпа Халăх фрончĕн /ХФ/ эксперчĕсем килĕшнĕ.

Ыйтăва мĕнле татса панипе кăсăкланса июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче ХФ штабĕн виçĕ çумпредседателĕ Виктор Горбунов, Игорь Дорофеев тата Николай Казаков Вăрнар поселокне тепĕр хут çитнĕ. Вырăнти çынсем пĕлтернĕ тăрăх - поселок администрацийĕ экспертсем килес умĕн кăна хускалма пуçланă: пуçтарăнса кайнă хытă каяша тасатма тытăннă, контейнерсем вырнаçтарнă.

Çапах та Шупашкар эксперчĕсен ыйту çине ыйту çуралнă: "Çăлсенчи шыв пахалăхне мĕншĕн тĕрĕслемен?", "Пушарпа кĕрешмелли хатĕрсемпе мĕншĕн тивĕçтермен?.." Çавăн пек "мĕншĕн?" ыйту тăтăш янăранă çав кун. Администраци специалисчĕсем тÿрре тухмалли сăлтавсем тÿрех тупнă: "Экспертиза ирттересси хакла ларать-çке", "Огнетушительсем вырнаçтарнă кунах çухалма тытăнаççĕ..."

- Район тата поселок администрацийĕсен представителĕсемпе тăтăш тĕл пулнăран, район ертÿлĕхĕ кăлтăксене пĕтермелли план çирĕплетнĕ, вăхăчĕсене палăртнă хушăва пурнăçласса шаннипе СМП поселокĕнчи лару-тăру лайăхланма тытăнасса ĕненнĕччĕ эпир, - пĕлтерчĕ "Хыпар" хаçат корреспондентне Виктор Горбунов. - Анчах пире пачах тÿнтерле ÿкерчĕк кĕтсе илчĕ. Çынсем çаплипех асапланаççĕ, пулăшу кĕтеççĕ. Тĕпре - хуçасăр бараксене муниципалитет харпăрлăхне куçарма тытăнасси, вĕсене авариллĕ çурт-йĕр шутне кĕртесси, унти çынсене хăтлă пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелли программăна кĕртесси...

Вăрнар поселок администрацийĕн пуçлăхĕн шухăшĕпе - ЧР Çĕр кадастрĕн палатин вырăнти филиалĕ çуртсен хуçи çуккине çирĕплетмелли документсене хатĕрлеме ĕлкĕреймест иккен. Çапах та администраци хăй енчен çурт-йĕр хуçалăхĕнче ревизи ирттернĕ, "хуçасăр" тата тепĕр 17 çурт тупса палăртнă. Хальлĕхе çав бараксенчи 10 хваттере харпăрлăха куçармалли документсене хатĕрлеме тытăннă. Вĕсене тĕрлĕ инстанци витĕр кăларма тивнине шута илсен ыттисен "шăпи" çаплипех уçăмсăрлăхра юлĕç. Вĕсем патне хăçан черет çитесси питĕ шухăшлаттарать. Район администрацийĕ ыйтăва татса памалли юлашки вăхăта кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен палăртнă-тăк - уйрăмах. Апла пулсан, ытти бараксенчи çемьесен умĕнче хăтлă çурт-йĕре куçармалли программăна кĕмесĕр юласси те пысăк хăрушлăхра.

ХФ штабĕн эксперчĕсем район администрацине сĕнÿпе тухрĕç: "Çивĕч ыйтăва татса парассине тапхăртан тапхăра куçарса пыма пăрахмалла. Çынсен тивĕçлĕ докуменчĕсем çукки те тÿрре тухмалли сăлтав мар. Бараксенче пурăнакансен те вĕсен ыйтăвне татса парассине кĕтсе ларма кирлĕ мар, çине тăрса хатĕрлемелле - судсенче, влаç тытăмĕсенче. Влаç органĕсен вара вĕсен прависене туллин хÿтĕлемелле..."

Йышăнура тата çирĕпрех пунктсем çырăннă. Апла-тăк... Мĕнех, кĕтсе пăхăпăр.

Юрий ЛИСТОПАД.

Вăрнар районĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.