Крейсер çинчи чăвашсем патĕнче

11 Пуш, 2015

Йăлана çирĕп кĕнĕ йĕркепе Мурманскри чăвашсен "Чăвашсен хутлăхĕ" культура обществин членĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче кашни çулах Хĕрлĕ Ялавлă Çурçĕр флочĕн çар карапĕсем çинче хăнара пулаççĕ. Хальхинче вĕсене Нахимов орденĕллĕ мухтавлă "Петр Великий" крейсер экипажĕ хапăл тунă.

Ракетисем вырнаçтарнă çар карапĕпе паллаштарнă май командир заместителĕ Аркадий Могилевец пĕрремĕш рангри капитан пĕлтернĕ тăрăх - экипажра 22 халăх каччи, вĕсен йышĕнче пирĕн ентешсем те сахалах мар, кашни - маттур, çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ. Мурманск чăвашĕсен культура обществин ертÿçи Валериан Гаврилов хамăр ентешсем çинчен çакнашкал сăмахсем илтме питĕ кăмăллă пулни çинчен пĕлтернĕ, карап командованине, çавăн пекех кашни чăваш морякне Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе саламланă, пултаруллисемпе службăра палăрнисене обществăн Хисеп хутне парса чысланă.

Петр Клементьев /"Петр Великий" ТАКРăн аслă мичманĕ, Елчĕк районĕнчен/ ертсе пыракан чăваш юррисен "Акатуй" вокал ансамблĕпе вырăс халăх инструменчĕсен "Калинка" эстрада ушкăнĕ вахтăран пушă моряксемпе мичмансене, офицерсене командованин кану пÿлĕмĕнче питĕ лайăх концерт кăтартнă.

"Петр Великий" карап çинче службăра тăракан чăваш каччисем Мурманскри ентешĕсене хăйсене çапла сăвап тунăшăн тав тунă, чылайăшĕ каярахпа контракт йĕркипе "Ядрин" /Çурçĕр флочĕн карапĕсен йышĕнче унашкал ятли те пур!/ тральщик çинче хĕсмете малалла тăсма кăмăл туни çинчен пĕлтернĕ.

 

Юрий ЛИСТОПАД

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.