Вера ЭВЕРККИ.

27 Нарăс, 2017

Çĕнĕ Шупашкарта çĕнетнĕ производство хута кайĕ

Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел батарейисен "Хĕвел" заводĕнче юсаса çĕнетнĕ производство хута кайĕ.  Модернизациленĕ панельсем унта ака уйăхĕнче кун çути курĕç.

26 Нарăс, 2017

Ялти çимĕçе вырнаçтарма "Нашсельхоз" пулăшать

Чăваш Енре ял хуçалăх продукцине туса илекенсене тавар вырнаҫтарма «Нашсельхоз» электронлă лапам пулӑшать.

Республикăн Ял хуҫалӑх министерствинче каланă тӑрӑх, ял хуҫалӑх таварне туса илекен статусĕллĕ предприяти-организацисем унта хăйсем пирки информаци вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Вӗсене районсенчи яваплӑ ӗҫченсем ку енӗпе пулӑшма тивӗҫ. Ҫавсен ятне-шывне, телефонне, электрон адресне министерство сайтӗнче пӗлтернӗ.

24 Нарăс, 2017

Татьяна Акимова кĕмĕл медале тивĕçрĕ

Чăваш Енри Татьяна Акимова биатлонистка темиçе минут каялла кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Паян вăл Сочире çак кунсенче иртекен Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи виççĕмĕш çар вăййинче спринтра тупăшрĕ.

24 Нарăс, 2017

Патăрьелти арçынсем ашшĕ пулма вĕренеççĕ

Патăрьел районĕнчи арçынсем ашшĕ пулма вĕренеççĕ. Пурнăçри яваплă утăма хатĕрленекенсене шиклентерекенни чылай. Çавна шута илсе унти хĕрарăмсен консультацийĕ çумĕнче "Пулас амăшĕсен шкулĕ" кăна мар, "Пулас ашшĕсен шкулĕ" те вăй илсе пырать.

Pages