хресченсем

Чăваш Енре ял хуçалăх продукцине туса илекенсене тавар вырнаҫтарма «Нашсельхоз» электронлă лапам пулӑшать.

Республикăн Ял хуҫалӑх министерствинче каланă тӑрӑх, ял хуҫалӑх таварне туса илекен статусĕллĕ предприяти-организацисем унта хăйсем пирки информаци вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Вӗсене районсенчи яваплӑ ӗҫченсем ку енӗпе пулӑшма тивӗҫ. Ҫавсен ятне-шывне, телефонне, электрон адресне министерство сайтӗнче пӗлтернӗ.

Subscribe to хресченсем