Апат-çимĕç фончĕ

26 Нарăс, 2017

Ялти çимĕçе вырнаçтарма "Нашсельхоз" пулăшать

Чăваш Енре ял хуçалăх продукцине туса илекенсене тавар вырнаҫтарма «Нашсельхоз» электронлă лапам пулӑшать.

Республикăн Ял хуҫалӑх министерствинче каланă тӑрӑх, ял хуҫалӑх таварне туса илекен статусĕллĕ предприяти-организацисем унта хăйсем пирки информаци вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Вӗсене районсенчи яваплӑ ӗҫченсем ку енӗпе пулӑшма тивӗҫ. Ҫавсен ятне-шывне, телефонне, электрон адресне министерство сайтӗнче пӗлтернӗ.