Татьяна Акимова кĕмĕл медале тивĕçрĕ

Чăваш Енри Татьяна Акимова биатлонистка темиçе минут каялла кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Паян вăл Сочире çак кунсенче иртекен Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи виççĕмĕш çар вăййинче спринтра тупăшрĕ.

Раççей биатлонисткисенчен унта старта пиллĕкĕн тухрĕç. Сăмах май, пирĕн çĕршыврисенчен Ульяна Кайшева виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Маларах арçынсен спринчĕ иртрĕ. Унта Максим Цветков савăнтарчĕ. Тăрса пенĕ чухне вăл пĕр хутчен йăнăшрĕ, финиша çапах та пуринчен хăвăрт çитрĕ. Хĕрарăмсенчен Словени спортсменки Тея Грегорин ылтăн медале тивĕçрĕ.

Вера ЭВЕРККИ.

Комментари хушас