Вера ЭВЕРККИ.

13 Çурла, 2020

Патăрьелте таса мар шыв юхнă

Патăрьелте таса мар шыв урам тăрăх юхса выртнă. Кун пирки çынсем республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаева тĕнче тетелĕнчи халăх ушкăнĕсем урлă евитленĕ.

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин ĕçченĕсем вырăна çитсе курнă. Насус шăтса юрăхсăра тухнăран Патăрьелти Яковлев урамĕнчи канализацирен таса мар шыв юхнă. Вырăнтисем насуса васкаса ылмаштарнă.

7 Çурла, 2020

Аудиохаçат тухма пуçланă

Чăвашсен пĕрремĕш хаçатне, «Хыпара», кăларма пуçланăранпа 2021 çулхи кăрлач уйăхĕнче 115 çул çитет. Паллă кун умĕн «Хыпар» Издательство çурчĕ çĕнĕ проект – «Аудиохаçат» – пуçарчĕ.

Вăхăт хальхи саманара нихçанхинчен ытла хаклă. Юратнă хаçатсемпе тĕплĕн паллашма та пур чухне ĕлкĕрейместпĕр. Тĕнче тетелне кĕмесĕр вара чун чăтмасть. Пурнăçăн çĕнĕ чăнлăхне шута илсе «Хыпар» Издательство çурчĕ «Аудиохаçат» сасă проекчĕ пуçарчĕ. Вăл – радио мар, анчах аудиохаçат хăйĕн яланхи итлекенне тупасса шанатпăр.

6 Çурла, 2020

Полицейские çĕçĕпе чикнĕ

Шупашкар хулинче çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче патрульпе пост службин ĕçченне çĕçĕпе чикнĕ.

Ирхи 7 сехет те 5 минутра право хуралĕн ĕçченĕ Шалти ĕçсен министерствин Шупашкарти управленийĕн 2-мĕш уйрăмĕнчен тухма тăнă. Крыльца çинче ăна 35 çулти хĕрарăм çурăмран çĕçĕпе чикнĕ. Суранланнă полицейские те, хĕрарăма та больницăна ăсатнă.

6 Çурла, 2020

Тискер кайăк тытма юрать

Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕччен вăрманпа уй-хир кайăкне тытма юрать.

Раççейĕн Çут çанталăк министерстви йышăннă сунар правилисенче пăхса хăварнă тăрăх, карăк, ăсан, пăчăр, кăрăпчак вăрман кайăкĕ шутланать, сăрă хир чăххи, путене, кăвакарчăн тата улатăпа – уй-хир кайăкĕ. Ăсана талăкра 2 пуç тытма чармĕç, пăчăра – 3 пуç, кăрăпчака – 5 пуç.

5 Пуш, 2019

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче тепĕр корпус хута кайĕ

Шупашкарта вырнаçнă Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче хăйĕн пирвайхи юбилейне – 10 çулхине – сумлăн уявларĕ. Уяв Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ.

Pages