Аудиохаçат тухма пуçланă
Чăвашсен пĕрремĕш хаçатне, «Хыпара», кăларма пуçланăранпа 2021 çулхи кăрлач уйăхĕнче 115 çул çитет. Паллă кун умĕн «Хыпар» Издательство çурчĕ çĕнĕ проект – «Аудиохаçат» – пуçарчĕ.
Вăхăт хальхи саманара нихçанхинчен ытла хаклă. Юратнă хаçатсемпе тĕплĕн паллашма та пур чухне ĕлкĕрейместпĕр. Тĕнче тетелне кĕмесĕр вара чун чăтмасть. Пурнăçăн çĕнĕ чăнлăхне шута илсе «Хыпар» Издательство çурчĕ «Аудиохаçат» сасă проекчĕ пуçарчĕ. Вăл – радио мар, анчах аудиохаçат хăйĕн яланхи итлекенне тупасса шанатпăр.
Наци медиахолдингĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсенче пичетленнĕ чи лайăх материала суйласа илсе эрнере пĕрре аудиоверси формата куçарма палăртать.
Аса илтеретпĕр: «Хыпар» хаçата 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Хусанта кăларма тытăннă. Унăн йĕркелÿçи – чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, ученăй-энциклопедист, Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен тĕпчевçи Николай Никольский.
Автор сâн ӳкерчěкě.