Комментари хушас

13 Çурла, 2020

Патăрьелте таса мар шыв юхнă

Патăрьелте таса мар шыв урам тăрăх юхса выртнă. Кун пирки çынсем республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаева тĕнче тетелĕнчи халăх ушкăнĕсем урлă евитленĕ.

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин ĕçченĕсем вырăна çитсе курнă. Насус шăтса юрăхсăра тухнăран Патăрьелти Яковлев урамĕнчи канализацирен таса мар шыв юхнă. Вырăнтисем насуса васкаса ылмаштарнă.

Патăрьелти тасатмалли сооруженисен хăвачĕ çителĕксĕр. Вĕсене юсаса çĕнетме район администрацийĕ проектпа смета документацийĕ хатĕрленĕ. Ĕç хакĕ 81,6 миллион тенке лармалла. Проекта халĕ патшалăх эксперчĕсем хаклаççĕ. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, тасатмалли сооружение çĕнетессине Чăваш Енĕн социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртсе хăварнă.

www.hypar.ru

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин сăн ÿкерчĕк.