Патăрьелти арçынсем ашшĕ пулма вĕренеççĕ
Патăрьел районĕнчи арçынсем ашшĕ пулма вĕренеççĕ. Пурнăçри яваплă утăма хатĕрленекенсене шиклентерекенни чылай. Çавна шута илсе унти хĕрарăмсен консультацийĕ çумĕнче "Пулас амăшĕсен шкулĕ" кăна мар, "Пулас ашшĕсен шкулĕ" те вăй илсе пырать.
Патăрьелти район больницинче медицинăпа психологи пулăшăвĕ кÿрекен çак шкула этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕ валли ятарласа йĕркеленĕ. Светлана Ибетова медицина психологĕ каланă тăрăх, шкула пĕлтĕр ĕçлеттерме тытăннă. Кăçалхи çулталăка Чăваш Енре Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннă хыççăн ашшĕсен занятине эрнесерен йĕркелеме пуçланă. "Пулас ашшĕсен шкулне" пыракан арçынсем - тĕрлĕ çулхисем. Вĕсем хушшинче 20 çултан пуçласа алла çитичченхисем таранах пур. Ушкăна вунна яхăн çын пуçтарăнать.
Комментари хушас