Чăваш Енри васкавлӑ пулӑшу чи лайӑххисен йышĕнче

28 Ака, 2020

Паян ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене пурнӑҫлакан Олег Николаев васкавлӑ медицина пулӑшӑвĕн службинче ĕҫлекенсемпе онлайн-тĕлпулу ирттерчĕ. Чӑваш Ен ҫыннисен тата хӑйĕн ячĕпе вӑл медицина ĕҫченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламларĕ.

Калаҫӑва республикӑри медицина катастрофин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвĕн центрĕн, Шупашкар хулинчи Калинин районĕн подстанцийĕн ĕҫченĕсем хутшӑннӑ.

"Хӑвӑр уява, Васкавлӑ медицина ĕҫченĕсен кунне эсир ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура кĕтсе илетĕр. Эсир малти ретре пырса ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлатӑр. Тайма пуҫӑм сире уншӑн!" - терĕ Олег Алексеевич.

Патшалӑх та хӑй енчен шурӑ халатлисене пулӑшма тӑрӑшать. РФ Президенчĕн Воадимир Путинӑн йышӑнӑвĕпе медиксене укҫа хушса тӳлĕҫ. Олег Николаев,пулӑшу регион шайĕнче те пулассине систерчĕ. Ака уйӑхĕнче республика бюджетĕнчен 9 млн 300 пин тенкĕ уйӑрĕҫ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, регионти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвĕн служби 14 подстанципе 29 филиала пĕрлештерет. Федераци шайĕнче вĕсем пысӑк хака тивĕҫнĕ, Раҫҫейре чи лайӑххисен шутне кĕнĕ. Ĕҫ тухӑҫлӑхĕпе Чӑваш Енри васкавлӑ пулӑшу ĕҫĕ Раҫҫейри 85 регион хушшинче 3-мĕш вырӑн йышӑнать.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас