Çĕнĕ Шупашкарта çĕнетнĕ производство хута кайĕ
Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел батарейисен "Хĕвел" заводĕнче юсаса çĕнетнĕ производство хута кайĕ. Модернизациленĕ панельсем унта ака уйăхĕнче кун çути курĕç. Кун пирки ĕнер, нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Роснано" компанисен ушкăнĕн директорсен канашĕн председателĕпе Виктор Вексельбергпа тĕл пулсан калаçнă.
"Ренова" компанипе "Роснано" акционерсен обществин пĕрлехи предприятийĕнчи юсаса çĕнетнĕ хĕвел панелĕсем хăйсен аналогĕсенчен палăрмаллах уйрăлса тăрĕç. Ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртсен батарейăсене экспорта ăсатма пуçласшăн. Тепĕр майлă каласан, завод альтернативлă энергетикăна çине тăрса аталантарма тытăнĕ. Производствăна юсаса çĕнетме "Ренова" темиçе миллиард тенкĕ хывнă.
Аса илтеретпĕр, завода 2009 çулта хута янă. Хĕвел энергетики енĕпе çĕршывра вăл - чи пысăккисенчен пĕри. Халĕ предприятире 97,5 МВт продукци кăлараççĕ пулсан çĕнĕ йышши панельсем хута ярсан производство калăпăшне 160 мегавата çитересшĕн. Ÿлĕмрен "Хĕвелĕн" ĕмĕчĕ тата пысăкрах - çулталăкра завод 400 мегаватт пирки ĕмĕтленет.
Комментари хушас