Трактор кăларма пуçлĕç

21 Ака, 2020

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсен производствине ĕçе кĕртессине сÿтсе яврĕç. Мускавпа çыхăнса ирттернĕ видеоконференц-канашлăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене  вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, ЧР Министрсен Канашĕн Председателĕн заместителĕсем финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин хутшăнчĕç.

"Трактор завочĕсем" концерн РФ Правительстви пĕчĕк тата вăтам хăватлă ял хуçалăх техникине аталантарма лартнă тĕллеве тĕпе хурса Чăваш Республикинче çĕнĕ производство пуçарма палăртнă. Кунта хальхи вăхăтри экологи требованийĕсене туллин тивĕçтерекен, тĕрлĕ оборудовани çакса усă курма май паракан тракторсем кăларма пуçлĕç. Çулталăкра 5 пин ытла трактор пухса хатĕрлеме палăртнă.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, республикăра проекта пурнăçа кĕртме майсем пур, производство хăвачĕ те çителĕклĕ, специалистсене вĕрентсе хатĕрленĕ чухне те чăрмавсем пулас çук. Çавăн пекех Олег Алексеевич пурлăх, çĕр налукĕсем тĕлĕшпе çăмăллăх пама пултарассине палăртрĕ. "Проекта хăвăртрах ĕçе кĕртни Чăваш Еншĕн те пĕлтерĕшлĕ, усăллă", - терĕ регион ертÿçи.

Сăмах май, ку проект республика ертÿçин ĕçлеме пуçланăранпа иртнĕ икĕ уйăхри çитĕнĕвĕсенчен пĕри. Ăна Олег Николаев федераци центрĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленипе Чăваш Енре пурнăçа кĕртме йышăннă.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас