Валентина СМИРНОВА

25 Юпа, 2016

Саккуна пăхăнманнипе инкек тÿсеççĕ

Производствăра сусăрланнин шайне вăй хурас пултарулăха ĕç вырăнĕнче çухатнипе инкек курнă тата тивĕçе пурнăçланă чухне вилмеллех аманнă çынсен хисепне кура палăртаççĕ. Сиен тата хăрушă факторсем пурри, кивĕ те юрăхсăр оборудованипе тата паянхи кун ыйтнине тивĕçтермен техника процесĕсемпе усă курни, хăрушсăрлăха пăхăнманни ĕçлеме пултараслăхăн пĕр пайне е пĕтĕмпех çухатасси патне илсе пыраççĕ.

25 Юпа, 2016

Тăван тăваллах туртать

Ăнсăртран тĕл пулнăччĕ унпа. «Кассан — турпас, калаçсан — сăмах» тенешкел, ентешсем пулнă май паллашсах кайрăмăр. Калаçма ухута пулсан та хăй пирки питех шарламаннине кура ыйтса тĕпчес шухăш пуçра пулман. Тивĕçлĕ канура пулнине кăна чухлатăп.

21 Юпа, 2016

Хăватлă техникăпа çула тухаççĕ

Раççейĕн инçетре вырнаçнă тата пырса çÿреме кансĕр вырăнĕсенче ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ вĕçленмен-ха. Кун йышши районсенче экономикăн çак отрасльне кĕрекен 300 организаци, хресченсен /фермерсен/ —

795, уйрăм çынсен 25 пин хушма хуçалăхĕ тăрăх кăтартусем пухмалла.

19 Юпа, 2016

Пукане чуна сиплет

…Ĕнесем çаран çинче куçа тыткăнлакан чечексене кавлеççĕ: кăвак кăвакарчăн куçне, хĕрлĕ мăкăне, сарă салтак тÿмине — хăйсем антаракан сĕт вара тĕрлĕ

тĕслĕ мар, шап-шурă. Мĕншĕн? Мишăна çакăн тупсăмне Маша ятлă ĕне уçса парать…

18 Юпа, 2016

Сутлăхра эмел çителĕклĕ

Республикăра эмел хакĕн мониторингне вак суту-илÿре кăна мар, больница-госпиталь туянаканнисем тĕлĕшпе те тăтăшах ирттереççĕ. Пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ препаратсене уйрăмах лайăх тишкереççĕ.

Pages