Хăватлă техникăпа çула тухаççĕ

21 Юпа, 2016

Раççейĕн инçетре вырнаçнă тата пырса çÿреме кансĕр вырăнĕсенче ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ вĕçленмен-ха. Кун йышши районсенче экономикăн çак отрасльне кĕрекен 300 организаци, хресченсен /фермерсен/ —

795, уйрăм çынсен 25 пин хушма хуçалăхĕ тăрăх кăтартусем пухмалла.

Çыравăн иккĕмĕш тапхăрĕн пĕрремĕш уйăхĕнче çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти Архангельск облаçĕнчи Койда, Бурят Республикин Окин тата Çурçĕр-Байкал, Тыва Республикин, Красноярск крайĕн Таймырти Долган-Ненец районĕсенче, Саха /Якути/ Республикин, Чукотка автономи округĕн /çав шутра — Анадырь тăрăхĕнче/ чылай пайĕнче иртнĕ.

Çырава икĕ тапхăрпа йĕркелени Раççей Федерацийĕн географи тата климат условийĕсем пĕрешкел пулманнипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Красноярск крайĕн çурçĕрте вырнаçнă çĕрĕсенче çуллахи тапхăрта пăлансем вĕçĕ-хĕррисĕр лапамсенче тăранса пурăнаççĕ тата Таймырти муниципалитетăн чи пысăк лаптăклă Долган-Ненец районĕ тăрăх куçса çÿреççĕ, халăх пурăнакан пĕр вырăна тепринчен 100-800 километр уйăрса тăрать. Выльăха хуçисем кĕтĕве пухсан кĕркунне кăна шута илме май килет. Уйрăм регионта, сăмахран, Якутире çут çанталăк пулăмĕсене кура транспорт кĕрейменнипе — вĕçĕ-хĕррисĕр тайгара, кÿлĕсемпе шурлăхлă вырăнсенче çулла çÿреме май çук — ял хуçалăх çыравне икĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ. Çурла уйăхĕнче çыруçăсем моторлă кимĕсемпе усă курнă тăк, юпа-чÿк уйăхĕсенче, сывлăш температури чакнă тапхăрта, — хăватлă техникăпа тата социаллă авиарейссемпе.

Инçетре вырнаçнă тата Çурçĕрти пырса çÿреме кансĕр лаптăксенче çырава пахалăхлă ирттересси кун пек чухне уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: асăннă тăрăхсенче тĕпленнĕ сахал йышлă халăхăн пурнăç йĕрки, ĕçлевĕ тата тупăш çăлкуçĕ пăлан ĕрчетнипе, ут кĕтĕвĕ тытнипе тата выльăх-чĕрлĕх усранипе çыхăннă.

Асăннă тăрăхри влаç органĕсем вĕсенче çырава йĕркеллĕ ирттерессине тивĕçлипе хаклаççĕ: унăн кăтартăвĕсем аграри политикине тытса пымашкăн кăна мар, вăраха ямасăр татса памалли ыйтусене те палăртма пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, сăмах кунта газогенератор тата çунтармалли-сĕрмелли материалсем, спутник çыхăнăвĕн тытăмне тата ытти хатĕре туянма кирли çинчен пырать. Вĕсемсĕр тĕп халăх хăйĕн йăлана кĕнĕ пурнăç условийĕсене аталантарса пыраймĕ.

Ял хуçалăх çыравĕ çĕршывăн пысăк пайĕнче кăçалхи утă уйăхĕн 1 — çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртрĕ, авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче вара аякра вырнаçнă тата пырса çÿреме кансĕр тăрăхсенче пуçланчĕ. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти вĕсенче чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать.

Валентина СМИРНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.